Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕн капиталĕ – çурт-йĕр тума

08 декабря 2010 г.

2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн "Çемьеллĕ ачасене патшалăх пулăшăвĕ памалли хушма мерăсем çинчен" Федераци саккунĕпе (29. 12. 2006) килĕшÿллĕн çемьере иккĕмĕш ача çуралсан пирĕн çĕршывра амăшĕн капиталне пама пуçланă. Амăшĕн капиталĕн размерне патшалăх кашни çулах индексацилесе пырать. Паянхи кун тĕлне унăн сумми 343 пин те 178 тенкĕпе танлашать.

Пенси фончĕн районти управленине 2007 çулхи январьтен пуçласа амăшĕн (çемьен) капиталне илме 587 заявлени кĕнĕ. Кăçалхи 10 уйăхра – 94.

Амăшĕн капиталĕпе тĕрлĕ енлĕ усă курма пулать. Унпа усă курса çурт-йĕр тума е туянма, банкран илнĕ кредита саплаштарма, ача вĕренĕвĕшĕн тÿлеме май пур. Кăмăл тăвакансем пурăнмалли условисене лайăхлатма е кулленхи тăкаксене саплаштарма (12 пин тенкĕ укçан параççĕ) пултараççĕ. Амăшĕ хăйĕн пулас пенсине пысăклатма çак капитала хывма шутлать пулсан, – тархасшăн, чару çук.

Хамăр района илес пулсан, 2009 çулта çурт-йĕр туянма е тума банкран илнĕ кредита саплаштарма амăшĕн капиталĕпе 24 çын усă курнă. Кăçалхи 10 уйăхра вара – 46 çемье.

Капиталăн пĕр пайне – 12-шер пин тенкĕ – 2009 çулта 252 çын илнĕ. Вĕсене, заявленипе килĕшÿ-ллĕн, кăçал та 12-шер пин тенкĕ укçан тивĕçтернĕ.

Амăшĕн капиталĕ ачасене ÿстерессинче, пурнăç условийĕсене лайăхлатассинче сисĕмлĕ пулăшу парать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика