08 декабря 2010 г.
Чукал ял поселенийĕ район центрĕнчен чи инçетре вырнаçнă. Унта çитес тесен 35 çухрăма хыçа хăвармалла. Асфальт сарнă çулпа автобус та, такси те кашни кунах çÿреççĕ. Вун пилĕк – çирĕм çул каяллине илес пулсан, çул çÿреме самаях çăмăл.
Аякра вырнаçнă ялсен пурнăçĕ, ыттисеннипе танлаштарсан, нимпех те уйрăлса тăмасть. Çынсем выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пахча çимĕç туса илеççĕ. Ытлашшине сутса укçа тăваççĕ. Çăматă йăваласа пасарта сутаççĕ. Пултаруллисемпе пуçаруллисем фермер хуçалăхĕсем йĕркеленĕ. Ку тăрăхра вĕсем – тăххăр. Урăх регионсене ĕçлеме çÿрекенсем те пур кунта. Çемьене тытса тăма, пурнăçа пуянлатма алă усса ларни усă памасть.
Кăçалхи вĕренÿ çулĕнчен кунти шкула пуçламăш классене вĕрентме кăна хăварнă. Тăватă класра 20 ача ăс пухать. Аслăраххисем вара шкул автобусĕпе Пăчăрлă Пашьелне вĕренме çÿреççĕ. Кăçал Чукал ял поселенийĕнче пĕр ача та çуралман. Çак тапхăрта вара 12 çын çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.
Ял халăхĕн сывлăхне тĕрĕслесе тăма, чирлисене сиплеме кунта çемье тухтăрĕн офисĕ ĕçлет. Çакă çынсене самаях çăмăллăх кÿрет. Инçе çула кĕскетсе район больници тăрăх çÿресси ай-ай хака ларать вĕт.
Чукалта клуб, библиотека ĕçлет. Вĕсенче тĕрлĕрен мероприятисем ирттереççĕ, куравсем йĕркелеççĕ.
183 хуçалăхлă Çĕнĕ Чукал ялĕнче пурĕ 539 çын пурăнать. 107 хуçалăхлă Вырăс Чукалĕнче – 272 çын, 43 хуçалăхлă Улмаллăра – 130 çын. Кунти çынсене куллен кирлĕ тăварпа 4 лавкка тивĕçтерсе тăрать, пĕри - Улмаллă ялĕнче. Кĕçех Вырăс Чукал ялĕнче те çĕнĕ лавкка уçăлмалла.
Чиркÿллĕ Чукал тăрăхĕнче кăçал 3 туй кĕрленĕ. Çамрăксем кунта тытăнса тăрасшăнах мар, хуланалла каяççĕ, унта тĕпленме тăрăшаççĕ. Яла юлнă çамрăксене чăннипех те мухтас килет. Вĕсем йышлă выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, çурт лартаççĕ. Шел те, авланман каччăсем, вăтăр çултан иртнисем эрех-сăра енне туртăнаççĕ.
Вăрăм ĕмĕрлĕ çынсем те çакăнтах пурăнаççĕ. 100 çултан иртни те пур, çав çулалла çывхаракансем вуннăн ытла.