11 декабря 2010 г.
Çемье бюджечĕн тупăшç – выльăх-чĕрлĕх нумай усранинче
Ярăславри Татьянăпа Георгий Розовсем – çамрăк çемье. Телейлĕ мăшăр икĕ ача ÿстерет. Çемье пуçĕ Шăмăршă лесничествинче патшалăх инспекторĕ пулса ĕçлет, мăшăрĕшĕн вара килте икĕ алăшăн çĕр тĕрлĕ ĕç. Выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ Розовсем, «АПК аталанăвĕ» наци проектне пурнăçа кĕртес ĕçе питĕ активлă хутшăнаççĕ.
Кăçалхи çу выльăх- чĕрлĕх усрама, паллах, пĕрре те çăмăл мар. Шăрăха пула утă-улăм та çителĕксĕртерех, фураж-комбикорм хакĕсем те палăрмаллах ÿссе кайрĕç. Çынсен вара пурăнасах пулать. Ялта выльăхсемсĕр пурнăçа саплаштаркаласа пыма пĕрре те ансат мар.
Мăйракаллă шултра выльăхсем кăна сакăр пуç Розовсен – сăвăнакан пĕр ĕнепе çичĕ вăкăр. Сыснасем те пилĕк пуç таранах.
– Кун вĕсене пăхсах иртсе каять темелле, – тет Татьяна Владимировна. – Ир пуçласа каçчен ĕçлеме тивет. Тăрăшнин усси вара çук мар - унсăрăн çакăн чухлĕ выльăх тытман та пулнă пулăттăмăр.
Лаша та пур çамрăк çемьен. Вăл та хуçалăхри ĕçсенче пысăк пулăшу парать. Кÿршĕ-арша та пулăшма май тупаççĕ вĕсем. Кÿлмелли хатĕрсене те çĕнетсех тăраççĕ, урапи-çуни яланах шанчăклă. Лашасăр пуçне картишĕнче тата виçĕ тиха та пур. Кил хуçисем пулас янаварсем те çемье бюджетне самай пуянлатма пулăшасса шанаççĕ. Чăх-чĕп те йышлă Розовсен. Кăçал кăна, сăмахран, вĕсем хĕрĕх хур усранă.
Васанта пурăнакан Еремеевсем те аш-какай, сĕт-çу таврашне пасарта е лавккара туянмаççĕ – хăйсен те сутмалăх пур.
– Сăвăнакан икĕ ĕне тытатпăр, – тет «Исток» ОООра скотникра ĕçлекен Владимир Васильевич. – Кашни кун тенĕ пекех сĕт пайтах сутатпăр – чĕрĕ укçа килсех тăни камшăн япăх пултăр;
Сыснасем те çăвăрлаттарать çемье. Çамрăк çурасене çынсем хапăлласах туянаççĕ. Халĕ витере икĕ ама. Хĕл каçарма çамрăк амасене татах хăварнă. Кил картинче, çавăн пекех, икĕ лаша кĕçенет.
– Хурсем те пайтах усрарăмăр кăçал, – калаçăва хутшăнать Владимирăн мăшăрĕ Наталия Васильевна. – Çитес çул та выльăх-чĕрлĕх йышлă усрас шухăшлă-ха. Ялта пурăнас тесен, ÿркенмелле мар.
Çанталăка пула выльăх апачĕ хатĕрлеме йывăр пулчĕ пулин те тăрăшуллă хресченсем утă-улăмсăр лармаççĕ. Тырă фуражĕ те пур.