15 декабря 2010 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев, чунĕпе те, юнĕпе те хресчен пулнă май, ялсене кайсан чăн малтан выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе интересленет. «Выльăхсен шутне, уйрăмах мăйракаллă шултра выльăхсен йышне чакарас марччĕ, – тет Валерий Петрович. – Выльăх усрасан ял çынни нихăçан та укçасăр лармĕ. Йывăрлăхсем нумай пулин те, выльăх-чĕрлĕхе, ăнăçлă хĕл каçарассишĕн пĕтĕм вăя хурар. Çулпа çул пĕр килмест, çитес çул çанталăк ял хуçалăхĕшĕн ăнăçлă пуласса шанса пурăнар».
Районта выльăх-чĕрлĕх йышне чакарман, ÿстерсе пыма тăрăшакан хуçалăхсем пурри кăмăла çĕклет. Акă «Исток» ООО пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан мăйракаллă шултра выльăхсен йышне 14 процент ÿстернĕ. Хальхи вăхăтра 492 пуç усраççĕ. Çăва тухиччен витесем тата та туллиленĕç.
Сысна ĕрчетессипе «Восход» СХПК кăтартуллă ĕçлет. Иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен сыснасен шучĕ 19 процент ÿснĕ, вĕсен йышĕ 533 пуçа çитнĕ.
«Исток» ООО кăçал аш-какай туса илессине 32 процент, сĕт туса илессине 43 процент, «Восход» СХПК сысна ашĕ туса илессине 17 процент ÿстернĕ.
Районĕпе вара ял хуçалăх предприятийĕсем 2417,4 тонна сĕт (Ç1,2 процент), 327,1 тонна аш (пĕлтĕрхи чухлĕ) туса илнĕ. Çичĕ хуçалăхран виççĕшĕнче сĕт туса илессине ÿстернĕ. «Исток» ОООра вун пĕр уйăхра кашни ĕнерен 4241-шер, «Мир» ЗАОра – 3722-шер, «Восход» СХПКра – 3715-шер, «Искра» СХПКра 3713-шер килограмм сĕт сунă.
Хальхи вăхăтра районти ял хуçалăх предприятийĕсенче 1210 пуç мăйракаллă шултра выльăх (Ç12 процент), 1384 пуç сысна (Ç12 процент), 132 пуç лаша (Ç50 процент), 134 пуç сурăх (Ç362 процент) шутланать. Вун пĕр уйăхра ĕнесенчен 568 пуç пăру, сысна амисенчен 1657 пуç çура илнĕ. Кăтартусем пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен аванрах.
Фермер хуçалăхĕсемпе уйрăм çын хуçалăхĕсенче выльăх-чĕрлĕх йышĕ кăштах чакни палăрать пулин те, лару-тăрăва япăхах теме çук. Ĕнесем пăруланă май, мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ те ÿсмелле. Сыснасен шучĕ те кăçалхинчен кая пулмĕ тесе шутлаççĕ. Чунтан тăрăшса ĕçлекен ял çыннине тав тума сăмах та çитес çук. Сĕт хакĕ ÿссех пыни те ĕне выльăхсен йышне упраса хăварма хистет.