15 декабря 2010 г.
Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, район территорийĕнче авари тăвасси, вĕсенче çынсем вилесси, аманасси чакнă. 2010 çулхи 11 уйăхра районта 13 авари (пĕлтĕр çак тапхăрта - 18) пулнине, вĕсенче 1 çын (пĕлтĕр – 5) вилнине, 20 çын (24) аманнине регистрациленĕ. Аварисенчен 6-шĕ Федераци, 3-шĕ – республика, 2-шĕ - район пĕлтерĕшлĕ çул-йĕрсем çинче, 2-шĕ ялсенче пулса иртнĕ. Çул-йĕр пăтăрмахĕсенчен 5-шĕ транспорт хатĕрĕсем пĕр-пĕринпе çапăннипе, 5-шĕ – çул хĕррине çаврăнса ÿкнипе, пĕри – çуран пынă çын çине транспорт кĕрсе кайнипе, пĕри – лаша лавне пырса çапнипе, пĕри йывăç çине тăрăннипе çыхăннă.
Кăçал çул-йĕр правилисене пăхăнман фактсем тăрăх пурĕ 8092 протокол çырнă. Çак шутран 160-шĕ – руль умне ÿсĕрле ларнипе, 3504-шĕ – хăвăртлăх режимне пăхăнманнипе, 451-шĕ – çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăснипе, 1138-шĕ - хăрушсăрлăх пиçиххине çыхманнипе, 62-шĕ штрафсене вăхăтра тÿлеменнипе çыхăннă. Штрафсен пĕтĕмĕшле сумми 1 миллион та 698 пин тенкĕпе танлашать.
ГИБДД службинче профилактика рейчĕсем Чăваш Республикин шалти ĕçсен министерствин ГИБДД управленийĕн графикĕпе килĕшÿллĕн иртеççĕ. Декабрĕн 3-мĕшĕнче «Çуран çÿрекен – çул урлă каçмалли вырăн» операци иртрĕ. Декабрĕн 16-мĕшĕнче – «Автобус», 17-мĕшĕнче «Ачасем», 27-мĕшĕнче «Парăмçă» операцисем пулаççĕ.
Çул-йĕр çинче водительсене те, çуран çÿрекенсене те асăрхануллă пулма сĕнетпĕр. Хĕллехи улшăнуллă условисенче хăрушлăх ÿсни пирки манас марччĕ.