Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » В.Бараев-Сĕркке поэта асăнса

15 декабря 2010 г.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă В.Бараев - Сĕркке поэт-патриот çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Çак ятпа декабрĕн 10-мĕшĕнче поэт çуралнă ялта Виçпÿрт Шăмăршăра ăна халалласа пысăк уяв иртрĕ. Клуба ачасенчен пуçласа ваттисем таранах пухăнчĕç.

В.Бараев-Сĕркке пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен А.Юманова таврапĕлÿçĕ каласа пачĕ. Поэтăн кун-çулне тапхăррăн-тапхăррăн илсе кăтартрĕ. Сăмахне Владимир Васильевич çырнă сăвăсенчи йĕркесемпе çирĕплетрĕ.

Поэт çырнă сăвăсене, ăна халалласа çырнă сăвăсене вулассипе иртнĕ конкурс хĕрÿ пулчĕ. Районти кашни шкултанах килнĕ вĕренекенсем пысăк хавхаланупа сăвă вуларĕç. Лайăх вулакансене жюри ятранах асăнса Грамотăсемпе, сертификатсемпе чысларĕ. Тутарстанри Хурăнвар Шăхаль ялĕнчи вăтам шкултан çитнĕ ачасем те конкурса лайăх хатĕрленсе килнĕ. Çитĕннисем те сăвă вуласа хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. З.Головинская (Шăмăршă), Л.Семенова (Виçпÿрт Шăмăршă), З.Свеклова (Палтиел), С.Моисеева (Шăмăршă) сцена çине хăйсем çырнă сăвăсемпе тухрĕç.

Сăвăсем вуланă май, сцена çинче ялти художник А.Семенов ÿкернĕ В.Бараев-Сĕркке поэтăн портречĕ çуталнăçем-çуталса пычĕ. Ăна чĕрĕлĕх сăнĕ кĕчĕ. Чăннипех те поэт вилсен те пирĕн хушăрах пулни сисĕнчĕ.

Уява илем кÿрсе Шăмăршăри ачасен "Фламинго" ташă ушкăнĕ, Виçпÿрт Шăмăршăри ача садĕнчи ачасем тата "Виçпÿрт çеçкисем" ачасен фольклор ушкăнĕ, "Сурпан" халăх фольклор ушкăнĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Е.Муравьева хăйĕн шăпчăк сассипе куракансене тыткăнларĕ.

Сăвăç юбилейĕ умĕн район хаçачĕ "Эсир В.В. Бараев - Сĕркке поэт пирки мĕн пĕлетĕр" викторина ирттерчĕ. Викторинăна хастар хутшăннисене редакци Диплом тата пĕчĕк парне парса чысларĕ.

В.Бараев – Сĕрккен 100 çулхи юбилейне сумлăн хатĕрленсе кĕтсе илме пулăшнăшăн поэтăн тăванĕсем тата Пуянкасси ял поселенийĕн пуçлăхĕ А.Э.Кузьмин пурне те чĕререн тав турĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика