15 декабря 2010 г.
Раççейри тата вырăнти регионсен социаллă экономика аталанăвĕн проблемисене татса парас тĕлĕшпе 14-25 çулсенчи çамрăксем валли «Манăн çĕршыв – манăн Раççей» ятпа Пĕтĕм Раççейри конкурс пулать. Конкурс икĕ тапхăрпа иртет: пĕрремĕшĕ – регионсенче (2011 çулти февралĕн 26-мĕшĕччен), иккĕмĕшĕ – регионсенче мала тухнисем хушшинче (мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа майăн 31-мĕшĕччен).
Конкурса çакăн пек проектсем тăратмалла:
1. Ял территорийĕсене аталанатармалли проект (фермер хуçалăхĕсене аталантарасси, ялсенче социаллă культура комлексĕсем уçасси, ялăн социаллă аталанăвĕ т ыт.те)
2. Энергие перекетлекен технологисене Раççейре вăя кĕртмелли, аталантармалли проект (ЖКХ тытамĕнче, пĕчĕк тата пысăк бизнесра т. ыт. те).
3. Раççейри демографи проблемине татса памалли, çемье институтне çирĕплетмелли проект.
4. Раççейри наукăна, вĕрентĕве аталантармалли проект (аслă шкулсем çумĕнчи пĕчĕк предприятисем, бизнес-инкубаторсем).
5. Политикăллă тата обществăлла институтсене аталантарса халăха суйлавсемпе референдумсене хутшăнтармалли проект.
6. Раççейри инвалидсен проблемисене татса памалли проект.
7. Раççейпе кÿршĕллĕ СНГпа Балти çĕршывĕсен хутшăнăвĕсене çирĕплетмелли проект.
8. Раççейри нумай чĕлхеллĕ халăхсен тĕн пĕрлĕхне çирĕплетмелли проект.
9. Раççейĕн стратегилле аталанăвĕ енĕпе хатĕрленĕ проект (туризма аталантарасси, бюджета пуянлатмалли механизм, вырăнти налуксемпе усă курни).
10. Пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантармалли проект.
11. Раççейри транспорт инфрааталанăвĕн проекчĕ.
12. 2006-2010 çулсенче Конкурса хутшăннă проектсене аталантарнă проектсем.
Çак асăннă проектсемпе хутшăнма кăмăл тăвакансен тĕплĕнрех райадминистрацин вĕрентÿ, çамрăксен политики тата культура пайĕн 2-36-22 е 89093041710 кĕсье телефонĕпе шăнкăравласа пĕлме пулать.