Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕвенте Хĕветĕрĕ

18 декабря 2010 г.

Ман арăмпа Хĕветĕр шофер вăрттăнрах кĕтессенче тĕл пулкалаççĕ тенĕ сăмах çÿрет ял çинче. Илтнĕ эпĕ те, пĕрре мар илтнĕ, анчах, тытман вăрă – вăрă мар тенĕ пек, ĕненсех кайман. Ира кăçал хĕрĕх тултарать, хăех лăпланасса кĕтетĕп. Хама куçранах каланине илтмен, куç хыçĕнче сăмах çÿренине лайăхах сиснĕ. Ирăпа Хĕветĕр пĕр класра вĕреннĕ. Шкулта чухнех пĕрне-пĕри юратнă вĕсем тетчĕç. Вĕсем шкул пĕтернĕ çулхи кĕркунне эп салтакран таврăнтăм. Хĕветĕрĕн темиçе кунранах ят тухрĕ. Ăсатрăмăр салтак пăтти çиме. Ира бухгалтерсем хатĕрлекен курсра вĕренетчĕ. Килĕштерсе пăрахрăм хĕре. Эп салтакра чух мĕн тери ÿссе хĕр пулса кайнă, ытармалла мар. Хĕр чух хĕрĕх тус тенĕ. Вĕсен юратăвĕ çинчен шухăшласа пуçа ватмарăм. Епле юратмăн чечеке; Чечек вĕт. Унсăр сывлăш тухми пулчĕ. Пĕр талăк курмасан тунсăхласах çитетĕп. Таçта кайсан та унăн пысăк хура куçĕ, пичĕ çинчи икĕ путăк ман куç умĕнче тăраççĕ. Шап-шурă шăлĕсем. Тути кулса тăрать.

Вĕренсе тухрĕ, колхоз правленинче бухгалтер пулса ĕçлеме тытăнчĕ. Эп хам юратнă платник ĕçне пикентĕм, платниксен бригадинче вăй хутăм. Мĕн ачаран каскалама юрататтăм, килĕшетчĕ сава-пуртăпа ĕçлеме. Йывăçран касса эреш тăваттăмăр: çуртсене илем кĕртеттĕмĕр. Пирĕн ялта эрешсĕр çурт та çук. Эп Ирăран виçĕ çул аслă. Авланасси çинчен сăмах тапратсан хирĕç пулмарĕ. Юрататăп тетчĕ. Пĕрлешрĕмĕр. Кил-çурт çавăрса уйрăлса тухрăмăр. Манăн туссем, платниксем, пĕр эрне хушши ĕç хыççăн пирĕн патра ĕçлерĕç, пĕр пус укçа илмерĕç. Чун савăнса-хăпартланса çÿрерĕ. "Хуçисем хитре, çурчĕ тата хитререх пултăр, яла илем кÿрсе лартăр", – тетчĕç. Çуртăм йĕри-тавра йывăçран каснă эреш, чăваш тĕрри. Икĕ çулта çине-çинех икĕ ача çуралчĕ: ывăлпа хĕр. Иккĕмĕш ача çуралнă тĕле Хĕветĕр çар службине татса таврăнчĕ. Ира кĕтменшĕн хуйхăрса Хĕветĕр çакăнма та тăнă тетчĕç. Пăртакран ялта шоферта ĕçлеме тытăнчĕ. Авланчĕ. Хĕр ача ÿстеретчĕç. Вăтăр урлă тин каçнăччĕ, арăмĕ вилсе кайрĕ. Рак терĕç. Пĕтрĕ вара маншăн канăç. Часах ял çине сăмах тухрĕ, Ира Хĕветĕр патне каясшăн текелетчĕç. Калаçса пăхма хăтланаăп, сăмаха пăрайса ярать. Ман чĕлхи тă мăкарах та, ÿкĕте кĕртейместĕп-ха.

Ĕçре эп çынран катăк мар. Ал-ура ăста, ĕç çумне çыпăçать. Калаçма тăрсан вара çавăратăп-çавăратăп чĕлхепе, калас тенине ниепле те каласа яраймастăп. Чисти вăтанчăк хĕр. Юлашки пĕр-ик çул Ирăн ăшри шухăшĕ те, кулли те ман валли мар – туятăп, анчах пĕлмĕше персе чăтатăп. Епле сисмĕн, епле пĕлмĕн пĕтĕм ял пĕлекен япалана. Ман пуç тăррине куçлă хăлха лартса янă тейĕн: тĕттĕмре пĕтĕмпех курать, çывăрнă чух йăлтах илтет. Эп кĕвĕç чунлă, чăкраш çын мар, анчах чĕрене улталама çăмăл мар. Ыратать. Мана ухмах вырăннех хураççĕ, куçран кулманни çеç. Ира икĕ мулкач хыççăн ик йĕрпе чупакан тиллех тухса кайрĕ. Хăш йĕрĕпе, хăшĕн хыççăн чупсан аванрах-ши – хăй те пĕлми пулчĕ пуль. Хам çумран, çывăрнă çĕртенех, вăш сиксе тăрать, таçта туха-туха каять.

Нумаях пулмасть аппа каларĕ. Ĕне сăвакансем фермăра: "Ира çывракан Миша çумĕнчен тăрса тухса каять те шоферĕнытамĕнче ăшăнать", – тесе мана хĕрхенсе калаçаççĕ тет. "Мишша кунĕпе платникре ывăнса-сÿсленсе килет те вилнĕ пек çывăрать пуль. Ирин, вăйпиттискерĕн юнĕ пĕрĕхсе тухасла тапать ĕнтĕ. Кантурта кунĕпе шыçăнса лараççĕ вăйне ниçта чикме пĕлмесĕр", – тет ял сăмахĕ. Мана, тин хĕрĕх урлă каçнă кĕреш юмана, ял халăхĕ хĕрхенет. Тамаша! Мана хĕрхенмелле-и; Калаçса пăхасах тесе çăвар уçрăм:

– Асту, Ира, ытлашши вутпа ан выля. Вуттăн алли вăрăм. Хыпса илсен йăлтах çунтарса кĕл тăвать, – терĕм те – ахăлтатса кулса ячĕ. Кашкăр умĕнче чĕтресе тăракан путек мар вăл ман, каçару ыйтса чĕркуçленме васкас çук. Хам айăплă пуль те-ха. Мĕн тăвас ĕнтĕ. Вăрçаймастăп эп ăна. Туххăм çилĕ иртсе каять.

– Пĕтĕм ял калаçать пирĕн çинчен. Мĕн тăвас ку йĕксĕке, кала. Вĕлерес-и; Пуçне çапса лапчăтас-и; Малалла та çапла яла култарса пурăнăпăр-и, ачасенчен те намăс мар-и; Амăшне пăх та хĕрне ил тенĕ. Сан хĕре качча памалла вĕт-ха, Ира. Хĕветĕр те сана пулах авланмасть теççĕ. Виççĕн пĕрле пурăнас тетĕр-и; Чăваш ялĕнче унашкал пурăннине илтмен эп. Грузире пулсан анчах. Унта виçшер арăмпа та пурăнакансем пур теççĕ. Вутпа шыв пĕрле пулнине хăçан курнă эс; Хăшĕ вăйлăрах: вучĕ е шывĕ; Вучĕ çунтарса кĕл тăвать. Шывĕ вутта лап хупласа сÿнтерет. Асту, тек култармастăп хамран. Çемье чысне хÿтĕлеме мел тупатăпах, – тетĕп. Хуть кала, хуть ан кала. Хĕрелсе те, шуралса та кăтартмарĕ.

– Çын сăмахĕ пуçа кастарать, – терĕ те пăрăнса утрĕ.

Кашни çыннăн хăйĕн хуйхи, ют çын куçне курăнман чĕрене çиекен хуйхă пур. Кашни улма-çырлан хăйĕн хурчĕ тенĕ пек: панулми çиекенни пĕр тĕрлĕ, мăйăра çиекенни тата урăх, сливăн вара – хăйĕн хурчĕ. Ман чĕрене çиекенни, кĕвĕçÿ хурчĕ, йăшăлтатма тытăнчĕ. Нивушлĕ çемье салансах-аркансах кайĕ, хам алăпа çавăрнă кил-çурт ишĕлсе анĕ; Ишĕлме нумай та кирлĕ мар. Ирăн "Федя патне каятăп" тенĕ виçĕ сăмахĕ те çитет. Хам пурăнассишĕн пĕрре те хыпмастăп. Маншăн халь пурпĕрех. Килтĕрех вилĕм. Вăл канлĕх çеç асаплă чуншăн. Ачасене шел. Ĕмĕт татăлать. Ирăпа пурăнса ирттерме пÿрмен пулас пире. Тĕрĕсрех каласан, пăтăрмахĕ авланнă кунах пуçланнă. Çынсем пек йĕркеллĕ авланни пулмарĕ манăн. Ун чухнех каларĕ анне: "Асту, ывăлăм, ĕçе тÿнтерле пуçларăн, çăмăлттайла хăтлантăн", – терĕ. Итлемерĕм.

Ирăпа пĕрлешесси çинчен калаçса татăлсан аннене вĕсем патне хăтана ятăм. Ашшĕ: "Ира тин вĕренсе тухнă. Пĕр çул та ĕçлемен, ĕçлетĕр кăштах", – тет. Амăшĕ ытла мăн кăмăллă хĕрарăм та ун, эп тухса кайиччен те шăл шурри кăтартмарĕ. "Ира амăшне кăларсах илнĕ вара, хăйне питĕ пысăка хурать. Асту. Ăнланăр-и эсир пĕрне-пĕри. Сан турату çине лармалли кайăк-ши вăл; Пуç тавра шухăшласа пăх лайăхрах, ачам", – терĕ анне. Ача-пăчалла хăтлантăм çав. Тепĕр кунне аннене куккасем патне хăнана йăпатса ăсатса ятăм та çамрăксен вăййинчен çавăтса кĕтĕм хĕре. Турткалашмарĕ. "Юратсах пыратăп", – терĕ. Анне таврăнсан тăвансене пухрăмăр, пĕчĕк туй пекки пулчĕ ĕнтĕ. Çав каçах Ира тутине тăсса кăтартрĕ. Ăна шавлă туй кирлĕ пулнă иккен. Куштанĕ хăйне кура мар-ха унăн. Вăт халĕ ĕнтĕ мĕн тăвас; Мĕнле сăмахпа ÿкĕте кĕртес ку çынсене; Вăйран кайрăм шухăшпа. "Чирлĕ пуль эс, врач патне кай", – теççĕ туссем. Пĕлеççĕ вĕсем ман инкеке, анчах çын çемйине епле хушша-хуппа кĕрĕн. Çирĕм çул пурăнса та Ира çине алă çĕклесе курман эп, эрех-сăрапа та ытлашши туслă мар. Нивушлĕ вара мана, тин хĕрĕх виççĕ тултарнă йăваш кăмăллă арçынна, пăрахса кайĕ, вилĕм аллине парса икĕ метр тарăнăш шăтăка тĕксе ярĕ хăйне юратнă çынна. Вăт мĕнле пулать пурнăçра. Çын тени теприне пĕр шеллемесĕр пуртăпа сулса çапма пултарать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика