Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрри-ташши – чун уççи

22 декабря 2010 г.

2010 Çул вĕçлениччен шутлă кунсем юлчĕç. Районта тĕрлĕ фестивальсемпе конкурссем, культурăпа массăллă ытти мероприятисем кăçал нумай иртрĕç.

2010 çула Учитель çулĕ тесе палăртнă. Кунсăр пуçне аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине, чăваш поэзийĕн классикĕ К.В. Иванов çуралнăранпа 120 çул тултарнине те паллă турăмăр.

Паллах, çак паллă датăсене халалланă мероприятисем чылай пулчĕç. Кунта чи малтанах ял поселенийĕсем хушшинче иртнĕ смотр-конкурса асăнса хăварас килет. Çак мероприятие художество коллективĕсем, уйрăм солистсем активлă хутшăнчĕç.

Учительсен çулне халалланă паллăрах мероприятисене илсен, кунта çамрăк учительсен çемйисен конкурсне, нумаях пулмасть иртнĕ КВН вăййисене палăртмалла.

Ял поселенийĕсен библиотекисенче вырăнти шкулсен историне, учительсен ĕç-хĕлне, педагог-фронтовиксен кун-çулне çутатакан электронлă материалсен презентацине йĕркелени те питĕ вырăнлă. Библитекарьсен çак конкурсĕн кăтартăвĕсене килес çул пуçламăшĕнче пĕтĕмлететпĕр. Библиотекăсенче Учительсене халалланă кĕнекесен анлă куравĕсене йĕркеленĕ.

Нацисен культурипе йăли-йĕркин аталанăвĕ

Районта чăваш, тутар, вырăс тата ирçе халăхĕсем пурăннине шута илсе, кашни наци культурине, йăли-йĕркине упраса хăварас, вĕсене малалла аталантарас, çитĕнекен ăрăва паллаштарас енĕпе пĕр тикĕс ĕçлесе пыма тăрăшатпăр. Тĕрлĕ мероприятисенче чăваш, тутар, вырăс, ирçе юрри-ташши, сăвви-такмакĕ программăна илем кÿреççĕ. Акă, 2008 çулта Шăмăршăри культура аталанăвĕн центрĕнче Тутар культурин кунĕ иртрĕ. Унта Комсомольски районĕнчен, Тутарстанри Çĕпрел тăрăхĕнчен килнĕ художество коллективĕсем, районсен администрацийĕсен представителĕсем килчĕç. Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П. Фадеев пирĕн тăрăхра тĕрлĕ наци халăхĕсем, çав шутра тутарсем те, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннине, хамăр республикăри тата Тутарстан Республикинчи тутар диаспорипе ĕçлĕ çыхăнусем йĕркеленнине кăмăллăн палăртрĕ. Тутарсен илемлĕ юрри-ташши уяв программинче тĕп вырăн йышăнчĕ.

Кăçалхи апрельте вара районта Ирçе культурин кунĕ пулчĕ. Ку мероприятие Мордва Республикин культура представителĕсем, Чăваш Республикинчи ирçесен культура центрĕн ертÿçи В.П. Седойкин килчĕç, Шăмăршă библиотекине ирçе кĕнекисен комплектне, ирçесен уявĕсене, сумлă çыннисене сăнлакан электронлă материалсем парнелерĕç. Мордва Республикинчи "Цековне" ("Соловушка") фольклор коллективĕ, "Девишник" ташă ансамблĕ тата хамăр районти Ярăславри "Умарина" фольклор ушкăнĕ тулли зала ирçе юрри-ташшипе савăнтарчĕç.

2010 çулта апрельте чăваш поэзийĕн классикĕ К.В. Иванов çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă Чăваш культура кунĕ анлă та тĕрлĕ енлĕ иртнине те палăртма кăмăллă. Районти ялсенчи художество коллективĕсемпе уйрăм солистсем чăвашсен юррисемпе ташшисене туллин кăтартса пачĕç. Уява килнисем чăвашсен апат-çимĕçĕн тата кĕпе-тумтирĕн куравĕсемпе те кăсăкланса паллашрĕç.

2011 çулта май уйăхĕнче Славянсен çырулăхĕпе культурине халалласа Вырăс культурин кунне йĕркелеме палăртрăмăр.

Кăçалхи Акатуй хăйне евĕр çĕнĕлĕхпе палăрса юлчĕ – кашни ял поселенийĕ палатка карса, çатан карта тытса ĕлĕкхи кил-çурта сăнласа пани, чăвашсен, тутарсен, вырăссен, ирçесен йăли-йĕркине, ĕç хатĕрĕсене, апат-çимĕçне, юрри-ташшине анлăн кăтартни район уявне хăйне евĕр илемлĕ тĕс кÿчĕ.

Кĕнекесемпе пĕрлех – электронлă изданисем

Юлашки çулсенче районти библиотекăсем электронлă технологисемпе усă курса халăха тĕрлĕ енлĕ информаци пама пуçларĕç. Ку, паллах, ял çыннисемшĕн, уйрăмах педагогсемшĕн, студентсемпе ачасемшĕн питĕ меллĕ.

Кĕнекесемпе пĕрлех, библиотекăсем çулсерен электронлă изданисемпе те пуянланса пыраççĕ. Тÿрех каламалла, çакнашкал изданисем хальлĕхе çителĕксĕр-ха. Çавна май ял поселенийĕсен администрацийĕсем вĕсене туянма пулăшасса шанас килет. Вулав çурчĕсенче хаçат-журналсем те çителĕксĕр. Юлнă вăхăтпа усă курса, килес çулăн пĕрремĕш çур çулĕ валли хаçат-журнал çырăнса парсан питĕ лайăх пулĕччĕ. Пурте ăнланатпăр: изданисен хакĕ хальхи вăхăтра пĕчĕкех мар. Хăйсем кăмăллакан изданисене ял çыннисем çителĕклĕ çырăнаймаççĕ. Килĕшекен хаçат-журнала вĕсем библиотекăра вулĕччĕç.

Библиотекăсенче автоматизациленĕ ИРБИС – 4 система йĕркелесе яни те халăха пысăк пулăшу парать. Электронлă системăпа усă курса Раççейри, республикăри, районти библиотекăсенчи кĕнекесен фончĕсемпе паллашма пулать. Килĕшекен издание бибиотека урлă çырăнса илмелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика