22 декабря 2010 г.
Кивĕ Чукалпа Çĕнĕ Чукал ялĕсем хушшинчи килĕшÿллĕ вырăнта – вăрман уçланкинче - Çимĕк кунĕнче ял çыннисем вăйă картине тăраççĕ. Вăйă юррисем тăван тавралăха илемлĕн юхса саланаççĕ. Паллах кунта Кивĕ Чукалти Культура çурчĕ çумĕнчи "Пилеш" фольклор коллективĕ "пĕрремĕш сĕрме купăс" вырăнне йышăнать, юрăсене пуçласа пырать. Ташă-такмака та фольклор ушкăнĕ йĕркелесе тăрать. Хĕвел хăйĕн шевлисене вăйсăррăн сапалама пуçличченех тăсăлать асаннесемпе асаттесен ырă йăли – хаваслă вăйă...
Çăварни праçникĕнче те, ял уявĕнче те «Пилеш» халăха хăйĕн юрри-ташшипе савăнтарать. Паллах, ялти пĕр концерт та çак коллективсăр иртмест. Акă, нумаях пулмасть творчество сезонĕ уçăлнине халалланă концертра та фольклор ушкăнĕн юрри-ташши, сăвви-такмакĕ программăра тĕп вырăн йышăнчĕ.
Районти тĕрлĕ фестивальсене те активлă хутшăнать «Пилеш» коллектив. Кăçал ноябрь уйăхĕнче Шăмăршăри культура аталанăвĕн центрĕнче иртнĕ районти фольклор коллективĕсен фестивалĕнче коллектив Сурхури уявне туллин те ĕнентерÿллĕн кăтартса пачĕ, райадминистрацин Тав çырăвне тивĕçрĕ. 2008 çулта Шупашкарта, Республика кунĕнче, «Пилеш» коллектив та хăйĕн юрри-ташшипе уяв программине илемлетрĕ.
Коллективăн йышĕ 15-17 çынран тăрать. Иртнĕ ĕмĕрти 80-мĕш çулсен пуçламăшĕнчен тытăнсах, коллектив йĕркеленнĕренпех, Лидия Малеева, Анастасия Лубошнова, Аделина Малеевапа Лариса Ларионова "Пилеше" хăйсен çепĕç сассисемпе илем кÿрсе тăраççĕ. Коллектив йышне каярах хутшăннисем те – Ирина Малеева, Любовь Денисова, Надежда Захарова, Надежда Измайлова, Татьяна Малеева воспитатель, Татьяна Малеева учительница, Елена Борзова, Татьяна Чамеева, Людмила Савельева, Николай Иванов, Владимир Малеев тата Петр Чурбанов илемлĕ пултарулăхра пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Çамрăксенчен Ольга Бибукована палăртмалла.
Захар Савельев вара коллектив йĕркеленнĕренпех аккомпаниатор тивĕçне пурнăçлать. Программăна çĕнетсе тăрас, унăн пахалăхне ÿстерсе пырас тĕлĕшпе пултаруллă баянист-купăсçă çине тăрса ĕçлет.
Хальхи вăхăтра «Пилеш» Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем тĕлне юрă-ташă композицийĕ хатĕрлет. Яланхи пекех, халăх унăн программине хапăл туса йышăнасси пирки иккĕленÿ çук.