25 декабря 2010 г.
ДЕКАБРĔН 20-мĕшĕнче республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче студентсемпе тата преподавательсемпе тĕл пулнă.
Тĕп ыйту - «Раççей Федерацийĕнчи вĕренÿ тытăмĕ çинчен» саккуна тата çĕр-шыв Президенчĕн Дмитрий Медведевăн Федераци Пухăвне янă Çырăвне тишкересси.
Университет ректорĕ Всеволод Агаков аслă шкулăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă.
– Сирĕнтен ăста специалистсем пулассине иккĕленместĕп. Çивĕч ăс, ĕçе юратни, пуларулăх хăть те хăш тытăмра та кирлĕ. Çамрăк ăрăва аталанмашкăн çул уçмаллине эпĕ Патшалăх Канашне янă Çырура та асăнтăм, халĕ сирĕн умăрта тепĕр хут калатăп: çамрăксене шанмалла! – тенĕ Михаил Игнатьев. Çамрăксене пĕлÿ патне талпăнма суннă.
Студентсем республика пуçлăхне тĕрлĕ ыйту панă. Залра пухăннисене ĕçе вырнаçасси, ял хуçалăха аталантарасси, ачасене садикпе тивĕçтересси, медицина технологийĕсене çĕнетесси, çуннă вăрман вырăнне çĕнĕ хунавсем лартасси, пирус туртассипе эрех-сăра ĕçессине хирĕç кĕрешесси, Атăл шывне хăпартасси канăç паманни палăрнă. Михаил Васильевич кашни ыйтăва тĕплĕн хуравлама тăрăшнă.