25 декабря 2010 г.
«Манăн асатте» конкурса хутшăнса эпĕ те хамăн мăн асатте çинчен çырса кăтартасшăн.
Манăн мăн асатте, Петр Сергеевич Столяров 1902 çулта хресчен çемйинче, Карапай Шăмăршă ялĕнче çуралнă. Ялти шкулта 4 класс пĕтернĕ. Ун чухне 4 çул кăна вĕреннĕ.
1920 çул. Çĕршывра граждан вăрçи пырать. Мăн асатте вун сакăр çул тултарать. Мăн асатте вăрçă хирĕнче çапăçман пулсан та, вăрçă терчĕ ăна та пырса тивет. Харсăр çамрăка Пăвана (халĕ Тутар Республикине кĕрет) уезд комиссине чĕнеççĕ. Çапах та мăн асаттене вăрçа ямаççĕ, килтех хăвараççĕ. Мăн асаттене вăрçăри салтаксем валли уйăхра 45 мăшăр çăпата тума задани параççĕ. Икĕ çул хушши Петр Столяров çăпата тăвать. Хăйех лашапа Йăлăм Патăрьел ялне леçет.
1924-1926 çулсенче мăн асатте действительнăй службăра Свердловск хулинче тăрать. Унта вăл хими разведкин инструкторĕ пулать. Служба срокĕ вĕçленсен мăн асатте Карапай Шăмăршă ялне таврăнать. Çав çулхинех мăн асаттене ялти ялпо лавккинче сутуçă пулма çирĕплетнĕ. Ку ĕçре вăл 2 çул та 8 уйăх вăй хурать.
1931 çулта ялта колхоз йĕркеленĕ. Петр Сергеевич ку ĕçе те активлă хутшăннă. Мăн асаттене бригадир пулма суйланă. Вăл ялти пĕрремĕш бригадир пулнă. 1935 çулта колхозра выльăх-чĕрлĕх фермине йĕркелесен Петр Сергеевич çак фермăна ертсе пынă.
Мăн асатте ĕçре хăйне лайăх организатор пулнине кăтартнă. Çавна май Петр Сергеевича ял Совет председателĕ пулма суйлаççĕ.
1941 çулта Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланать. Çĕр çинчи чи хăрушă вăрçă! Нимĕнле çемье те çак хăрушă вăрçа хутшăнмасăр юлман. 1941 çулхи август уйăхĕнче мăн асаттене те вăрçа илсе каяççĕ. Вăл декабрь уйăхĕнче Мускава хÿтĕленĕ çĕрте çапăçать. Уншăн ăна "Мускава хÿтĕленĕшĕн" медальпе чыс тăваççĕ.
Петр Столяров хĕрлĕармеец пĕтĕм вăрçа "утса" тухать. Салтакран 1945 çулхи декабрь уйăхĕнче таврăнать. Вăрçă хыççăн мăн асатте каллех выльăх-чĕрлĕх фермине ертсе пырать.
1951 çулта мăн асаттене Карапай Шăмăршăри Ворошилов ячĕллĕ колхозăн утарне шанса параççĕ. Хурт-хăмăр ĕрчетес енĕпе нумай ĕçлет вăл. Петр Сергеевич районти хурт-хăмăр ăстисен семинарне пĕрре кăна мар хутшăннă. Мăн асатте тăрăшнипех колхозра пыл туса илессин тупăшне ÿстернĕ. Ĕçленĕ хушăрах çамрăксене те вĕлле хурчĕ пăхма вĕрентсе пынă вăл.
Мăн асатте ĕмĕр тăршшĕпех çĕршыва юрăхлă çын пулма тăрăшнă. Уншăн ĕç, çемье яланах чи малти вырăнта тăнă. Ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн ăна нумай хутчен республикăри тата районти тĕрлĕ органсен Хисеп грамотисемпе наградăланă. П.С.Столяров "Чăваш АССРĕн чи лайăх утарçи", "Хисеплĕ колхозник" ятсем илме тивĕç пулнă. Ăна "Ĕç ветеранĕ" медальпе чысланă.
Петр Сергеевич обществăлла ĕçсенчен те пăрăнман. Вăл нумай çул хушши районти халăх сучĕн заседателĕ пулнă.
Мăн асаттепе мăн асанне 3 ывăлпа 2 хĕр çуратса ÿстернĕ. Вĕсем пурте çĕр-шыва юрăхлă çынсем пулса тăнă, тĕрлĕ ĕçре вăй хурса ят-сума тивĕçнĕ.