25 декабря 2010 г.
САККУН тăрăх тăлăх ачасен шутне ашшĕ-амăшĕсем е пĕртен пĕр ашшĕ, амăшĕ вилнĕ 18 çула çитмен çамрăксем кĕреççĕ. Çавăн пекех, ашшĕ-амăшĕн прависенчен хăтарнă, ĕçлейми пулнипе сиплев учрежденийĕсенче выртакан, ирĕкрен хăтарнă ашшĕ-амăшĕн 18 çула çитмен ачисем ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлнисем шутланаççĕ.
Çак шута 18-23 çулхи, 18 çула çитиччен ашшĕ-амăшĕ е пĕртен пĕр пăхса пурăнаканĕ вилнĕ çамрăксем те кĕреççĕ, вĕсем социаллă пулăшу тĕлĕшпе хушма пулăшу илмелли правăпа усă кураççĕ. Çăмăллăхсене илес пулсан, вĕренÿ çинче чарăнса тăрар.
Тăлăхсене шкул çулне çитмен вĕрентÿ учрежденийĕсене чи малтан йышăнаççĕ. Кадетсен шкулĕсемпе кадетсен шкул-интерначĕсене вĕренме кĕнĕ чух та вĕсен çăмăллăхсем пур. Вĕсене патшалăхăн вĕрентÿ учрежденийĕсене вĕренме кĕме те çăмăллăхсем параççĕ. Тăлăх ачасен ятарлă вăтам е аслă пĕлÿ тÿлевсĕрех илмелли право та пур. Федераллă патшалăх вĕрентÿ учрежденийĕсенче вĕренекенсене стипендие 50 процент ÿстерсе тÿлеççĕ, вĕренÿ хатĕрĕсем туянма та укçа уйăраççĕ, производство практики вăхăтĕнче ĕçленĕшĕн çĕр проценчĕпех тÿлеççĕ. Тăлăх вĕренекенсем академи отпускĕ вăхăтĕнче те патшалăх хÿтлĕхĕнче шутланса тăраççĕ.
Тăлăх ачасене вĕреннĕ вăхăтра тÿлевсĕр апатлантараççĕ, тумтирпе, атă-пушмакпа тивĕçтереççĕ, общежитире тÿлевсĕр пурăнтараççĕ, тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ параççĕ, вĕсене вĕренсе тухсан вĕренÿ учрежденийĕн шучĕпе пĕр вăхăтлăх укçа парса пулăшаççĕ. Çак сумма 500 тенкĕрен кая мар. Вĕренсе тухакансене çавăн пекех çемçе сĕтел-пукан, ытти оборудовани пама тивĕçлĕ е вĕсене туянма укçа уйăрса памалла.
Тăлăх ачасен транспорт хатĕрĕсемпе усă курмалли, медицина пулăшăвĕ илмелли çăмăллăхсем те пур.
Кунсăр пуçне, пурăнмалли вырăн пур тăлăх ачасен унпа усă курмалли право вĕсем вĕреннĕ, çарта службăра пулнă е термере ларнă вăхăтра сыхласа юлать, пурăнакан вырăна сутма юрамасть. Ун пекки çук пулсан, тăлăх ачасене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтермелле. Вĕсене пурăнмалли вырăна социаллă найм договорĕпе килĕшÿллĕн уйăрса параççĕ. Тăлăх ачасем ĕçе вырнаçнă чух та çăмăллăхсемпе усă кураççĕ.