Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Милицие шăнкăравлăр!

25 декабря 2010 г.

2010 çулхи 11 уйăхра шалти ĕçсен районти пайне пурĕ 1395 заявленипе пĕлтерÿ кĕнĕ. Вĕсем тăрăх, оперативлă тĕпчев ĕçĕсем ирттерсе, саккуна пăснă фактсене çирĕплетсе 151 уголовнăй ĕç уçнă. Ытти пĕлтерÿсене те тĕплĕн пăхса тухса тĕрĕсленĕ. Чылай заявлени тăрăх административлă мерăсем йышăннă. Хăш-пĕр пĕлтерÿре саккуна пăснă фактсем палăрман.

Районти граждансен заявленийĕсемпе пĕлтерĕвĕсене шалти ĕçсен пайĕ яланах чăрмавсăр йышăнать. Кăнтăрла е çĕрле обществăлла е уйрăм çын пурлăхне çаратнине, çын пулăшу ыйтса кăшкăрнине, пĕр-пĕр гражданин обществăлла йĕркелĕхе пăснине е вĕлерессипе хăратнине илтсен-асăрхасан тÿрех милицие шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр. Пĕр-пĕр çын наркотиксем е саккуна пăсса килте хĕç-пăшал, патронсем упранине, счетчикпа усă курмасăр (çыхăнтармасăр) электроэнерги вăрланине сиссен те милицие шăнкăравлама ыйтатпăр. Ят-шыва пĕлтермесĕрех хыпарлас тетĕр-и; Тархасшăн, – ку сирĕн ирĕк. "Шанăç телефонĕпе" те усă курма пултаратăр. Саккун йĕркисене пăснă фактсем çинчен шанăç телефонĕпе прокуратурăна – 2-33-10, милицие 2-33-72 е 2-32-32 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерĕр. Кашни пĕлтерÿ-информацие тĕплĕн тĕрĕслетпĕр, çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăнатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика