29 декабря 2010 г.
ЧĂВАШ ЕН Президенчĕ Михаил Игнатьев декабрĕн 24-мĕшĕнче Мускавра Японин Раççей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ посолĕпе Масахару Коно господинпа курнăçнă.
Тĕл пулăва яппунсен енчен – Японин Раççейри посольствин полномочиллĕ министрĕ Манагу Миягава господин, пирĕн республика енчен РФ Суту-илÿпе промышленноç палатин çĕр-шывсен хушшинчи ĕçтешлĕх департаменчĕн директорĕ Сергей Васильев, Президент канашçисем - ЧПУ ректорĕ Всеволод Агаков тата "Агарикус" АУОн генеральнăй директорĕ Александр Владимиров хутшăннă.
"Япони çĕнĕ технологисем хатĕрлесе вĕсене ĕçе кĕртес енĕпе малта пырать. Экологи, ял хуçалăхĕ, йăлари хытă каяшсене тирпейлесе утилизацилес енĕпе – пушшех. Эпир малти опыта йышăнса пурнăç пахалăхне çĕклес тĕллевлĕ, – тенĕ М.Игнатьев. – Çак ĕçре çамрăксен пĕлтерĕшĕ пысăк. Çавăнпа та эпир аслă вĕренÿ, кадрсем хатĕрлес, Чăваш Енпе Японин ĕçлĕ çыннисем пĕр-пĕрин патĕнче ĕçлес енĕпе тачă çыхăну тытма хатĕр". Президент Канашри вакунсем юсакан заводра Япони оборудованине вырнаçтарнине палăртнă, унта паха продукци кăлараççĕ, ĕç тухăçлăхне пысăклатмалли майсем анлă.
"Эпир тĕпе хуракан ыйтусем пĕрешкел: экологие хÿтĕлесси, ял хуçалăхне аталантарасси, ăста специалистсем хатĕрлесси", – тенĕ М.Игнатьев.