29 декабря 2010 г.
ЭРНЕ КУН Шăмăршăра район депутачĕсен Пухăвĕн черетсĕр тăваттăмĕш ларăвĕ пулса иртнĕ. Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 8 ыйтăва пăхса тухнă.
Лару Шăмăршă районĕн 2011-2012 çулсем валли туса хатĕрленĕ "Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхшăн" тĕллевлĕ программине йышăннă, Шăмăршă районĕн Уставне тата Шăмăршă районĕн бюджет правин хутшăнăвĕсене йĕркелемелли Положение хăш-пĕр улшăнусем кĕртнĕ. Депутатсем çавăн пекех район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене пăхса тухса тивĕçлĕ йышăну тунă.
Лару ĕçне Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П. Фадеев хутшăннă.