Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тав сăмахĕ ăшăтрĕ учитель-ветеран чунне

29 декабря 2010 г.

Учительсен йывăр та пархатарлă ĕçĕ кирек хăш тапхăрта та халăхра сумлă пулнă. 2010 çула Раççейре Учитель çулĕ тесе йышăнни те çакнах çирĕплетет. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Федераци Канашне янă Çырура та çамрăк ăрăва пур енлĕн аталантарасси, вĕсене Тăван çĕр-шывшăн юрăхлă çынсем туса ÿстересси вĕрентекенсен чи пысăк тивĕçĕ пулни çинчен калать.

Учитель ĕмĕрĕпе шкулта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухсан та пĕлÿ учрежденийĕн вĕрентÿпе воспитани ĕç-хĕлĕпе кăсăкланать, хăй вĕрентнĕ выпускниксен пурнăçĕнчи ÿсĕмсемпе çитĕнĕвĕсемшĕн чунтан савăнать. 30-40 çул ырми-канми ĕçлесе ачасене тивĕçлĕ пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине кăларнине тăтăшах аса илет учитель-ветеран. Хăй вĕрентнĕ выпускниксем пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утни, çемье çавăрса, пÿрт-çурт лартса ачасем ÿстерни ăна çĕнĕ вăй-хăват парса тăрать. Выпускниксем те хăйсем учительне манса каймаççĕ, пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнăшăн ăшшăн тав тăваççĕ, çуралнă кун е юбилей ячĕпе чĕререн тухакан сăмахсемпе саламлаççĕ.

Акă Çĕнĕ Тăрăнти А.П.Трофимова учитель-ветеран, Карапай Шăмăршă шкулĕнче ачасене пĕр улшăнми 35 çул вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕскер, çак кунсенче хăй 70 çул тултарнине паллă турĕ. Тĕрĕссипе каласан, сывлăхĕ пит çирĕпех пулманнипе, хăйĕн юбилейне анлăн палăртма шутламанччĕ те Анастасия Пантелеймоновна. Анчах та хăй вĕрентнĕ выпускниксен пысăк ушкăнĕ - унăн ытларах пайĕ шкултан 1985 çулта вĕренсе тухнă - кил-çурта сумлă парнесемпе, тутлă кучченеçсемпе пырса кĕрсен, юратнă учительне чаплă юбилей ячĕпе ăшшăн саламласан вара пачах кĕтмен çĕртен юбилей уявĕ пуçланчĕ.

Кĕрекере вара аса-илÿ çăмхи сÿтĕлчĕ те сÿтĕлчĕ. Хăйĕн выпускникĕсенчен ăшă сăмахсем нумай илтрĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Хăйсене лайăх пĕлÿ панăшăн, вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче чăтăмлăх кăтартнăшăн тав туса каланă сăмахсем ветеранăн чунне ăшăтрĕç, куçĕсене шывлантарчĕç.

Аякри вырăнсенче ĕçлесе пурăнакан выпускниксем вара телефонпа шăнкăравласа саламларĕç. Мускав çар округĕнче пысăк та яваплă должноçра службăра тăракан Петр Алексеев полковник шăнкăравласа саламлама вăхăт тупни те питĕ савăнтарчĕ ырă чунлă, ăшă кăмăллă учитель-ветерана.

Анастасия Пантелеймоновнана саламлама Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн учителĕсем те килчĕç. А.П.Трофимова пурне те çирĕп сывлăхпа тулли телей, пурнăçра ăнăçу сунчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика