29 декабря 2010 г.
РАЙОН çыннисене яланах пĕр чăрмавсăр электроэнергипе тивĕçтерсе тăрасси Кăнтăр производство уйрăмĕн Шăмăршă районĕнчи электричество сечĕсен коллективĕн тĕп тĕллевĕ пулса тăрать. Çак задачăна пурнăçлас тесе пирĕн работниксем кунĕн-çĕрĕн тăрăшаççĕ.
Электромонтерсен ĕç-хĕлне икĕ сменăпа йĕркеленĕ. Пĕр оперативлă бригада 7 сехетрен пуçласа 19 сехетчен дежурствăра пулать, тепри – 19 сехетрен тытăнса ирхине 7 сехетчен. Ялсенче е 10.000 вольтлă электролинире аварилле лару-тăру сиксе тухсан, кун пирки граждансем диспетчер патне шăнкăравласа (2-36-32) пĕлтерсен дежурствăри оперативлă бригада – ун йышĕнче водитель-электромонтер та пур – УАЗ-3962 автомашинăпа çула тухать, электроэнергипе тивĕçтерессине чăрмав кÿрсе тăракан кăлтăка пĕтерет.
2010 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа 2011 çулхи январĕн 10-мĕшĕччен электромонтерсен ĕç-хĕлне вăйлатнă режим çине куçаратпăр. Кунта çÿлерех асăннă оперативлă бригада çумне пысăкрах аварисене пĕтерекен (кун пекки ан пултăрах) юсавпа эксплуатаци бригади те хутшăнать. Юсав бригадисем пĕр-пĕринпе черетленсе ирхине 7 сехетрен пуçласа тепĕр кунхи 7 сехетчен дежурствăра пулаççĕ. Вĕсене инженер тата мастер ертсе пыраççĕ. Бригадăсен Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен тапхăрĕнчи ĕç-хĕлĕн графикне туса хатĕрленĕ те ĕнтĕ.
Район çыннисем çак уявсене кăмăллăн та хаваслăн, элекроэнерги чăрмавĕсемсĕр ирттерччĕр тесе хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тăвăпăр.