Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕр сакки сарлака...

29 декабря 2010 г.

Кашни çынах çĕр çинче телей курма çуралать... Çак сăмахсем – чăваш халăх юрринчен илнĕ йĕркесем. Пуянкассинче пурăнакан ĕç ветеранĕ Евгения Ксенофонтовна Кувшинова 1930 çулхи кĕр кунĕнче çут тĕнчене килнĕ. Çинахвунпа Пăлаки Кувшиновсен вăл виççĕмĕш ачи пулнă, çемьере вара вĕсен пилĕк ача çуралнă. Йывăр вăхăтсем пулнă 30-мĕш çулсенче, ашшĕпе амăшĕ нумай пурăнайман, ачасене тăлăха тăратса хăварнă. Евкен ун чух 9 çулти хĕрача пулнă. Хăрушă вăрçă çулĕсенче, Тăван çĕр-шыва йывăр вăхăтра, тăлăх туратсене тата та хĕнтерех килнĕ. Аслă аппăшĕсем Сахвиепе Анна качча кайсан пĕтĕм йывăрлăх Евкен çине тиенсе юлнă: кил-çурта та тытса пымалла, кĕçĕннисене Машукпа Николая та çын йышне кĕртмелле...Çамрăклах йывăр ĕçсене кÿлĕнме тивнĕ хĕрачан. Колхозри пĕр ĕçрен те юлман вăл, нумай çул хушши фермăра ĕçленĕ. Хăй аса илĕвĕсенче çапла калать Евкен аппа: "Ĕне те сурăм, пăрусем те пăхрăм, сысна та самăртрăм, чăх ферминче те ĕçлерĕм, пăхман выльăх та юлман ман колхозра...". Çавăнпах та пуль ĕнтĕ хăй çемье çавăрасси çинчен шутлама вăхăтне те уйăрайман Евкен аппа, çулсем майĕпен шунă та шунă... Çуланнă çулсенче те евчĕсем нумай çул такăрлатнă ун патне, анчах вăл вĕсене каялла çавăрса янă, пĕтĕм пурнăçне вăл ĕçе, тăванĕсене халалланă. Ялан ĕçре, çынпа пĕрле, çын хушшинче пулнă вăл. Нумай çул хушши ял Советĕнче, шкулта техничкăра вăй хунă. Çăмăл пулман ун чух техничка ĕçĕ. Вутă çурмалла, каланкка хутмалла пулнă, çĕршер витре шыв çĕкленĕ алă вĕççĕн. Пурпĕрех пĕрле ĕçлекенсемпе килĕштерсе пурăннă, хăр-хар туман, хуçасем хушнине яланах итленĕ. Çавăнпа та пур çĕрте те ăна ырăпа кăна аса илеççĕ, вăл нумай Тав çырăвне, Хисеп грамотине тивĕçнĕ, ĕç ветеранĕ ят илнĕ. Ял-йышра ун çăварĕнчен усал сăмах тухнине илтмен, ĕçкĕ-çикĕпе çăвар ăш-чикне те вараласа курман вăл. Евкен аппан çак кунсенче 80 çулхи юбилейĕ çитрĕ. Сумлă, хисеплĕ, ырă кăмăллă ĕç ветеранне Евгения Ксенофонтовна Кувшинована хисеп туса ял библиотекинче çавра сĕтел хушшинче портрет сехечĕ иртрĕ. Ветерана ял администрацийĕ Хисеп грамоти пачĕ, ветерансен совечĕ, хĕрарăмсен совечĕ, шкул коллективĕ ячĕпе, çывăх тăванĕсенчен тав сăмахĕсем, саламлă юрăсем янăрарĕç, хаклă парнесемпе чысларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика