01 января 2011 г.
Кашни çемьере мухтанма сăлтав пур. Хăшĕ-пĕрисем ашшĕ-амăшĕн ĕçĕсемпе мухтанаççĕ, теприсем – пуянлăхпа, виççĕмĕшсем- пултарулăхĕпе. Эпĕ вара хамăн кукаçейпе Александр Афанасьевич Кудряшовпа мухтанатăп.
Вăл маншăн чи хаклă, юратнă çын. Кукаçей 1928-мĕш çулхи мартăн 15-мĕшĕнче Çĕнĕ Шăмăршă ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Çемйинче ултă ача ÿснĕ – икĕ ывăлпа тăватă хĕр. Аслă тетĕшĕ çар службине тухса кайсан, кукаçей ашшĕпе пĕрле çемье тыткăччи пулса тăнă. 1935 çулта кукаçей Çĕнĕ Шăмăршă шкулне кайнă, унта 4 класс вĕренсе тухнă. Кайран вара Шăмăршă шкулĕнче пĕлÿ илнĕ. Анчах вăрçă пуçланнипе малалла вĕренеймен. Çак йывăр тапхăрта кукаçей колхозра лашапа ĕçлеме тытăннă. Ăçта кăна çитмен, мĕнле ĕç кăна туман пирĕн 13 çулти кукаçей; Вăрçă пĕтсен, 1948 çулта ăна салтака илсе каяççĕ. Тăватă çул иртсен вăл тăван килне таврăнать. Кукаçей почтăра ĕçлеме пуçлать. Районти ялсенче юпасем çине пралук карса радио, телефон кĕртнинче кукаçин тÿпи те пысăк. Çавăн пек пралук тăснă вăхăтра, 1952 çулта, кукаçей Хайпăла ялĕнче хăйĕн савнине тĕл пулать – пирĕн юратнă кукамая Анна Михайловна Кудряшована. Çапла вара июлĕн 6-мĕшĕнче пирĕн хаклă çынсем пĕр çемье çавăраççĕ. Çав çулах кукаçее Шăмăршăри ЛТУ ертÿçине лартаççĕ. Кукаçей ĕçĕсене вăхăтлă, пахалăхлă йĕркелесе пынă. Çавăнпа пуль ĕнтĕ вăл кунта пĕр улшăнмасăр 23 çул ĕçленĕ. Ун пек хастар та ĕçчен ертÿçе халĕ шыраса тупма та питĕ йывăр. Кукаçее Хисеп хучĕсемпе, медальсемпе наградăланă. Каярахпа вара кукаçей "Шемуршинский" совхозра электромонтерта ĕçленĕ. Унтанах тивĕçлĕ канăва кайнă. Мĕн пур ĕç стажĕ – 54 çул.
Халĕ те вăл ĕçсĕр лармасть. Кукамайпа кукаçей килти мĕн пур ĕçе веçех хăйсем туса тăраççĕ. 38 çул ĕнтĕ кукаçейпе кукамай пĕр-пĕрне ăнланса çĕнĕ кун кĕтсе илеççĕ. Вĕсем пилĕк ача ÿстерсе çитĕнтернĕ, кашнинех пысăк çул çине тăратнă, ырă та ĕçчен пулма вĕрентĕ. Халĕ вара вĕсене 12 мăнукĕ савăнăç парнелеççĕ.
Кукаçейăн аллисем те ылтăн. Ял-йышра вăл нумай çынна пулăшнă, çавăншăн ăна пурте хисеплеççĕ, унран паян кун та канаш ыйтаççĕ.
Маншăн кукаçей – кукаçей кăна мар. Вăл – чи çывăх тус. Мĕн ыйтсан та часах хурав тупса парать, яланах пире тĕрĕс çул кăтартать. Хăйĕн ырă куçĕсемпе, ăшă аллисемпе пире вăхăтпа тан утма вĕрентет. Çакă мар-и чăн-чăн телей; Эпĕ кукаçее пурнăç паттăрĕ тесе калама пултаратăп. Вăл пирĕн çемьешен кун-çул ăсти те. Унпа эпир паян кунччен те кашни ĕçе пĕрле сÿтсе явса тăватпăр. "Ватти пур та, малалли те пур", – тени те пирĕн çемье çинчен каланă пекех туйăнать мана. Мĕншĕн тесен кукаçей йĕркелесе пырать-çке пирĕн пурнăçа. Унăн сăмахĕсем те пирĕншĕн яланах тĕп вырăнта. Вăл хăйĕн пурнăçĕнче ырă ĕçпе, аслă канашпа палăрса юлать. "Ырă çынна ырăпа асăнаççĕ, ырă ĕç икĕ ĕмĕр пурăнать", – теççĕ ваттисем. Эппин, кукаçейĕн ыр кун-çулĕ малалла нумайлăха тăсăлтăрччĕ, пире вăл тата нумай çул савăнтарса пурăнтăрччĕ. Пысăк тав сана, хаклă çыннăмăр!