Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă пул, Учитель çулĕ

01 января 2011 г.

Хавас кăмăлпа, çутă ĕмĕт-тĕллевпе паллă турĕç районти педагогсем Учитель çулĕ вĕçленнине. Шăмăршăри Культура керменĕ уяв хăнисене юрă-кĕвĕпе кĕтсе илчĕ.

Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – вĕрентÿ, çамрăксен политики тата культура пайĕн начальникĕ Н.Г. Игнатьева чун-чĕререн саламларĕ, Учитель çулĕнче районти педагогсем çитĕнÿсем тунине тулли кăмăлпа палăртрĕ. Учительсем районти тата республикăри мероприятисене хастар хутшăннă, нумайăшĕ лауреат ятне тивĕçнĕ. Уявра чи маттуррисене Дипломсемпе, Грамотăсемпе тата парнесемпе чысларĕç.

Уява учительсем валли йĕркеленĕ Çĕнĕ çул балĕ тата та илемлетрĕ. Юрă-ташăра, конкурссенче ăмăртса савăнчĕç, Хĕл Мучипе тата Юр пикепе пĕрле капăр елка тавра çаврăнчĕç. Килĕсене пурте çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа саланчĕç.

Учитель çулĕ вĕçленнине халалланă уяв районти кашни шкултах иртнĕ, унта пултаруллă педагогсене тата ĕç ветеранĕсене ăшă сăмахпа чысланă.

Учитльсем çĕнĕ çула çĕнĕ вăй-халпа кĕчĕç, «Раççей Федерацийĕнчи вĕрентÿ тытăмĕ çинчен» саккуна пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшса ĕçлĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика