Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Станислав туртать йывăр лав

01 января 2011 г.

Вăл, вунă ачаллă çемьере çитĕннĕскер, пурнăç тути-масине аван пĕлет. Çавăнпах-тăр унăн юратнă каларăшĕ: "Тÿшекне кура уруна тăс". Сăмахăмăр Васан ял поселенийĕн пуçлăхĕ С.В. Ястребов пирки. Станислав Вячеславович ертсе пыракан ял поселенийĕ Шăмăршă тăрăхĕнче чи лайăххисен йышĕнче.

Кивĕ Шăмăршă каччи шкултан вĕренсе тухсан пĕр тапхăр тăван хуçалăхра фермăра вăй хунă. Унтан çар службинче пулнă, Вăрнарти совхоз-техникумра агронома вĕреннĕ. "Икĕ çул "Гвардеец" хуçалăхăн директорĕ пултăм. Малтан ВЛКСМ комитечĕн секретарĕнче, унтан спорт инструкторĕнче ĕçлерĕм. 1998 çултанпа – ял поселенийĕн пуçлăхĕ", – паллаштарчĕ Станислав Вячеславович.

Асăннă ял поселенине 3 ял – Васан, Кивĕ Шăмăршă, Ярăслав – кĕрет. Пурĕ 570 хуçалăх. Çурт-йĕр тăвас енĕпе, аталану шайĕпе Кивĕ Шăмăршă вăйлăрах-мĕн. Кунта паянхи кун пушă ларакан пĕр çурт та çук.

"Пирĕн тăрăхра асфальт сарнă çулсем 1989 çултах пулнă. Кашни яла кĕрсе тухма аван, урамсенче - хытă çулсем. Кивĕ Шăмăршăра 2 çухрăм та 500 метр, Васанпа Ярăславра 600-шер метр асфальт сармалли юлнă. Президент программипе килĕшÿллĕн ялсене электрификацилес енĕпе ĕçлетпĕр. Çав тĕллевпе 5 миллион та 100 пин тенкĕлĕх проект турăмăр. Кашни ялах çут çанталăк газĕ кĕртнĕ. "Таса шыв" программăпа та ĕçлетпĕр. Кивĕ Шăмăршăпа Васанта шыв пăрăхĕсем тăсрăмăр. Васанпа Ярăславра пусăсем турăмăр. Нумаях пулмасть пирĕн территорире 2 насус станцийĕ вырнаçтарчĕç. Кивĕ Шăмăршăра шыв сийĕ çывăхран унăн пахалăхĕ чаплах мар. Ку ялти икĕ çăл куçа тасатрăмăр. Ăна тирпейлесех, пăхсах тăратпăр. Часавай та пур. Кăшарнире пуринчен малтан шыва чăматăп. Кивĕ Шăмăршăрах пĕве те турăмăр", – каласа парать Станислав Ястребов.

Ялсенче ача шучĕ чакса пыни те пăшăрхантарать Станислав Вячеславовича. Паянхи кун Васанти тăхăр çул вĕренмелли шкулта 113 ача кăна ăс пухать. Маларах кашни ялĕнчех пуçламăш "пĕлÿ çурчĕсем" пулнă. Халĕ пурте – Васана, аслă классене Шăмăршă ялне çÿреççĕ.

Васансем республикăри ял поселенийĕсем хушшинче ирттерекен спорт ăмăртăвĕсене тăтăш хутшăнаççĕ, яланах малти вырăнсене йышăнаççĕ. Станислав Ястребов хăй те ирĕклĕ мелпе кĕрешет, чупать, футболла, волейболла вылять, йĕлтĕрпе ярăнать. 2008 çулта вăл пуçарнипе Васанта хоккей кăшкарне (коробки) хута янă. Кашни ялтах стадион пур. Ачасемпе çамрăксем çулла футболла, хĕлле хоккейла выляççĕ.

Татса паман ыйтусемпе йывăрлăхсене те палăртрĕ вăл. Сăмахран, ялсенче контейнерсем лартса панă пулин те халăх çÿп-çапа, ăпăр-тапăра çырма-çатрана тултарать.

Васан ял поселенийĕ йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма хăнăхнă. Çивĕч ыйтусене татса пама меслет тупаççех вĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика