Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уява чаплă турăмăр, çÿп-çап айне пултăмăр...

12 января 2011 г.

Уява чаплă турăмăр, çÿп-çап айне пултăмăр...

Вунă кун хушши Çĕнĕ çул уявĕнче ташласа-юрласа савăнтăмăр, çĕр-çĕр литр эрех ĕçсе ятăмăр, хăнаран хăнана çÿресе пĕрне пĕри юрату, телей, сывлăх сунтăмăр...

"Уяв вăхăтĕнче пурнăç чарăнса ларман-ши;" – шутлатăп Шăмăршă урамĕсене лартса тухнă çÿп-çап контейнерĕсем çине пăхса.

Акă Пионер пăралукĕнчи контейнера икĕ эрне пушатмарĕç, çÿп-çап пĕтĕм урамĕпе сарăлчĕ. Ытти урамсенче те тулса тăкăнакан контейнерсем ял ятне яраççĕ. Шăмăрша хăнана килнисем çакна курсан питĕ тĕлĕнеççĕ: ара, унччен тирпей-илемпе таврара палăрса тăнă район центрĕ уяв кунĕсенче саккунсăр свалкăна çаврăнчĕ мар-и;

Район центрĕнчи тирпейлĕхшĕн пурсăмăрăн та тăрăшмалла, тетпĕр те-ха, анчах çак ĕçшĕн яваплисем те пур вĕт: коммуналлă хуçалăх предприятийĕпе Шăмăршă ял поселенийĕн администрацийĕ мĕншĕн нимĕн те тумаççĕ; Ăçта пăхатăн, унта – çÿп-çап, таса марлăх. Йĕрке тума пултараймастпăр тăк, çÿп-çап контейнерсене пуçтарса илĕр, ял ятне ярса ан тăччĕр. Намăс вĕт, намăс.

Çÿп-çаппа тулнă контейнерсене ытти ялсенче те куртăм. Вĕсене ирĕкри йытăсем сăрса илнĕ те, патне те пыртармаççĕ. Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем çак йĕркесĕрлĕхе асăрхамаççĕ те тейĕн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика