12 января 2011 г.
«Ятне кала, камне калăпăр». Çакнашкал каларăш пур халăхра. Кахăрлă Шăхалĕнче, сăмахран, А.Кувшинова пĕлмен çын çук пулĕ. Ачасем ăна Толя тете теççĕ, аслисем вара ашшĕ ячĕпе хисеплеççĕ – вĕсемшĕн вăл Анатолий Васильевич. Пурин те пĕр сăмах: "Ун пек лайăх çын питĕ сайра".
Çак ялтах çуралса ÿснĕ А.Кувшинов. Ачалăхĕ ыттисеннинчен нимĕнпех те уйрăлса тăман унăн. Ĕçе вара, уйрăмах тăван çĕре, мĕн пĕчĕкрен юратса ÿснĕ. Çавăнпах пуль çамрăк йĕкĕт Пуянкассинчи сакăр çул вĕренмелли шкултан ăнăçлă вĕренсе тухсан Вăрнарти профтехучилищене çул тытнă, виçĕ çул бригадир-агроном ăсталăхне алла илнĕ. Унтан 1969 çулта вĕренсе тухнă та 1980 çулччен тăван "Правда" колхозра бригадирта ĕçленĕ.
Ĕçе йĕркелеме пултарни, организаторла ăсталăхĕ пысăк пулни шăпах çав çулсенче палăрнă унра. Пĕр сăмахпа, вăтам сыпăкри руководитель çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕ. Комплексла бригада та колхозра чи лайăххи пулнă.
Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен комплекс ертÿçи пирки ыйту сиксе тухсан, ертÿçĕсем чи малтанах А.Кувшинов кандидатури çинче чарăнса тăнă. Вун ултă çул туртнă Анатолий Васильевич çак лава, шанăçа хастар ĕçпе тÿрре кăларнă. Кайран вара ултă çул хуçалăхри машинăпа трактор паркĕн заведующийĕ пулнă. Кунта та çирĕп йĕрке тума пултарнă вăл: техника паркĕ районта та чи лайăхисен шутĕнче пулнă темелле, унта тĕрлĕ шайри семинарсем те пĕрре çеç мар иртнĕ.
Колхоза реорганизацилесе вăл тĕрлĕ ятлă пулсан та А.Кувшинов тăван хуçалăхран уйрăлман. Халĕ те вăл кашни ир ĕçе васкать. Анатолий Васильевич "Колос" агрофирмăн бригадир-кладовщикĕ. Чăннипех те канăçсăр ĕç, яваплăх та пысăк. Çак кунсенче утмăл тултарчĕ пулин те, çаплипех вăр-вар вăл – çулсем хыçа юлни уншăн темех мар тейĕн.
Мăшăрĕпе пĕрле икĕ хĕрпе икĕ ывăл пăхса ÿстернĕ вĕсем. Шел, пĕр ывăлĕ, Раççей Çарĕн капитанĕ Алексей пурнăçран ытла та ир уйрăлчĕ. Ашшĕ-амăшĕшĕн çакăнтан пысăк çухату пулма пултарать-и вара;
Асаттепе кукаçей ятне те тивĕçнĕ Анатолий Васильевич. Юратнă ултă мăнукĕ (хăйне майлă символ мар-и;) ăна ултă теçеткене çитнĕ ятпа саламлаççĕ.