Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăмăршăсем – делегатсем

12 января 2011 г.

Пирĕн çĕршывра, СССР пулнă çулсенче те, тĕрлĕрен пысăк форумсем сахал мар пулса иртнĕ. Сăмах май, вĕсене пирĕн ентешсем те пĕрре çеç мар хутшăннă. Камсем-ха вĕсем; Çакă вулакансемшĕн те кăсăклă пулассăн туйăнать. Çавăнпа паллă çынсем çинчен кĕскен те пулин каласа парасах килет.

Паллах, Раççейре патшасем вăхăтĕнче те çĕршыв пĕлтерĕшлĕ пысăк мероприятисем пулса иртмен мар. Тен, вĕсене пирĕн тăрăхри çынсем те хутшăннă пулĕ. Хальлĕхе çакна палăртма май килеймерĕ-ха. Çавăнпа та сăмаха Совет влаçĕ йĕркеленсе вăй илнĕ çулсенчен пуçламалла пулĕ.

1918 çулта Мускавра Пĕтĕм Раççейри Советсен 5-мĕш съезчĕ пулса иртнĕ. Унта пирĕн ентеш – Кивĕ Чукал ялĕнче çуралса ÿснĕ Егор Константинович Карзанов делегат пулса хутшăннă.

1873 çулта çуралнă вăл, Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен шкултан вĕренсе тухсан тĕрлĕ шкулсенче ачасене вулама-çырма вĕрентнĕ. 1918 çулта ăна Пăва уесĕн ĕçтăвкомĕн халăха вĕрентес ĕç комиссарĕ пулма уйăрса лартнă. Çак çулах, июлĕн 24-мĕшĕнче, комиссара кулаксем тискеррĕн вĕлернĕ. 1964 çулта ăна чысласа вăл çуралса ÿснĕ ялта палăк уçнă.

1924 çулта комсомолăн 6-мĕш съезчĕ пулса иртнĕ. Ун ĕçне Палтиелĕнче çуралса ÿснĕ Ф.Матвеев (1902-1943) хутшăннă. Çавăн пекех, Филипп Алексеевич комсомолăн 7-мĕш съезчĕн (1926), Пĕтĕм Союзри профсоюзăн 6-мĕш тата 8-мĕш съезчĕсен делегачĕ те пулнă.

Пуян та пархатарлă Ф. Матвеевăн пурнăç çулĕ. Вăл çирĕм икĕ çултах РКСМ обкомĕн пай заведующийĕ пулнă, 1924 çулта вара республикăри комсомолецсем ăна хăйсен ертÿçи пулма суйланă. 1926 çултанпа – ял хуçалăх тата вăрман ĕçченĕсен профсоюзĕн Чăваш обкомĕн председателĕ. 1929 çулта ăна Чулхула крайĕн профсоюз комитечĕн секретарĕ пулма çирĕплетнĕ.

Горький крайне реорганизацилесен Ф.Матвеев Шупашкара таврăннă, 1936-1938 çулсенче вăл – ЧАССР Халăх Комиссарĕсен Совечĕн председателĕн çумĕ.

Никишинăра çуралса ÿснĕ П.Корчагин пирки те каласа хăвармаллах пулĕ. 1893 çулта çуралнă вăл, пĕрремĕш тĕнче, граждан вăрçисене хутшăннă. Петр Григорьевич – Чĕмпĕрте 1918 çулта пулса иртнĕ хрсчен депутачĕсен кĕпернери 5-мĕш съезчĕн делегачĕ. Хăй вăхăтĕнче ентеш Пăва уесĕн ĕçтăвкомĕн членĕ те пулнă. 1922 çулта вăл уесри халăх хуçалăх канашĕн ертÿçинче ĕçленĕ. Кайран та тĕрлĕ çĕрте яваплă должноçсенче вăй хунă. Сăмах май, 1931 çулта ăна Шăмăршăри парти райкомĕн пĕремĕш секретарĕ пулма суйланă. 1935 çултанпа – СССР Хатĕрлев ĕçĕсен Комиссариачĕн Шăмăршă районĕнчи уполномоченнăйĕ, 1945-1953 çулсенче - районти хатĕрлев кантурĕн директорĕ.

Калас пулать, ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен те çÿлти шайра пĕрле пухăнса калаçмалли, тĕрлĕрен ыйтусене сÿтсе явмалли тупăнсах тăнă. Çакна 1936 çулхи февральте Горькире колхозник-ударниксен 5-мĕш съезчĕ пулса иртни те лайăх çирĕплетет. Шăмăршă районĕнчен ку форума хутшăнма çаксем тивĕçнĕ: Василий Митрофанович Ильбеков – "Триер" колхоз конюхĕ, Иван Васильевич Рубцов - "Красный партизан" колхоз бригадирĕ, Николай Яковлевич Яковлев – "Правда" колхоз бригадирĕ, Василий Александрович Алексеев – "Заря" колхоз бригадирĕ, Николай Петрович Урдюков – "Трактор" колхоз председателĕ, Василий Яковлевич Долгов – "Красная Звезда" колхоз бригадирĕ, Ардальон Григорьевич Иванов – "Канаш" колхоз колхозникĕ. Н.П. Урдюков съездра сăмах каланă. Делегатсем Горькие йĕлтĕрпе кайнă иккен. Съезда хутшăннисене "Край ударникĕ" паллăсемпе чысланă.

1988 çулхи март уйăхĕнче Мускавра Пĕтĕм Союзри колхозниксен 4-мĕш съезчĕ ĕçленĕ. Унта пирĕн районтан хутшăннă делегат – Л.Макарова. Лидия Георгиевна ку тапхăрта "Правда" колхозра дояркăра ĕçленĕ, районти "Тăватă пинлисен" клубĕн членĕ пулнă. Вăл - "Халăхсен туслăхĕ" орден кавалерĕ.

Çавăн пекех, 1996 çулта пулса иртнĕ Пĕтĕм Раççейри аграрисен 4-мĕш съездне кайма "Восход" колхоз председательне Виталий Федорович Захарова суйланă пулнă. Анчах вăл тĕрлĕ сăлтавсене пула унта кайман. Форум ĕçне вара пирĕн районтан ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ Илья Михайлович Абсалямов хутшăннă.

1984 çулта КПСС 26-мĕш съезчĕ пулса иртнĕ. Унта кайма делегата пирĕн районти "Восход" колхозри ферма ĕçченне Ольга Георгиевна Воробьевана суйланă.

Халĕ каллех комсомол патне таврăнар-ха. ВЛКСМăн тĕрлĕрен съезчĕсене пирĕн район çамрăкĕсем те пĕрре мар хутшăннă. Сăмахран, Василий Иванович Укин 1970 çулта 14-мĕш съезд делегачĕ пулнă. Вăл Асанкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, яваплă ĕçсенче вăй хурса хăй хыççăн ырă ят хăварнă. Шел, унăн ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ...

Комсомолăн 19-мĕш съездне вара (1982 çулта) "Шемуршинский" совхоз водителĕ Ирфан Асьхатович Усьманов хутшăннă.

1990 çулта ВЛКСМ 21-мĕш съезчĕ пулса иртнĕ. Унăн ĕçне хутшăнма пирĕн районтан Василий Николаевич Долгов тивĕçнĕ. Вăл, Палтиелĕнче çуралса ÿснĕскер, тĕрлĕ çулсенче "Ленинская искра" колхозра водитель, уй-хир бригадин бригадирĕ, ферма заведующийĕ пулса ĕçленĕ.

Тата тепĕр пулăм çинче чарăнса тăрар. 1993 çулхи сентябрьте Мускавра, РФ Аслă Канашĕн Президиумĕ пуçарнипе, тĕрлĕ шайри депутатсен анлă ларăвĕ пулса иртнĕ, ăна Р.Хасбулатов ертсе пынă. Форум ĕçне районти халăх депутачĕсен Канашĕн председателĕ Светлана Дмитриевна Воронцова хутшăннă. Çак анлă пуху Совет влаçĕ çулĕсенчи юлашки пысăк мероприяти пулса юлнă темелле.

2008 çулхи февральте Барнаулта ял хуçалăх ыйтăвĕсемпе Пĕтĕм Раççейри анлă пуху пулса иртнĕ, унта пирĕн районтан "Бездна" фермер (хресчен) хуçалăхĕн ертÿçи Александр Иванович Сатеев хутшăннă.

КПСС пĕтнĕ хыççăн çĕршывра темиçе парти те йĕркеленсе пăхрĕç, анчах вĕсенчен паянхи куна "Единая Россия" çеç ура çинче çирĕп тăрать. Çак хушăра çак партин те темиçе съезд пулса иртрĕ, вĕсене Шăмăршăсем те хутшăнчĕç. Сăмахран, район администрацийĕн пуçлăхĕ, "Единая Россия" партин Шăмăршă районĕнчи вырăнти уйрăмĕн политканашĕн секретарĕ Валерий Петрович Фадеев – 1,3,10 тата 11-мĕш съездсен делегачĕ. Çавăн пекех, асăннă партин Шăмăршă районĕнчи вырăнти уйрăмĕн ĕç тăвакан комитечĕн руководителĕ Петр Иванович Фомин "Единая Россиян" 6-мĕш съезчĕн делегачĕ пулнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика