12 января 2011 г.
50 çул вăл – çур ĕмĕр чикки. Вăй питти ÿсĕмĕ. Çын хăй ачи-пăчине ăс-тăн кĕртсе çитернĕ вăхăт. Кашниех, çак тапхăра çитсе, иртнĕ кунсене тишкерет, пурнăçа кĕмен ĕçсене вĕçне çитерме тĕллев палăртать. Ĕмĕрĕн пĕрремĕш çуррине усăллă, ÿкĕнÿсĕр пурăнса ирттерекен вара чăннипех те телейлĕ.
Çакăн пек çынсен шутĕнче – Хĕрлĕ Васан паççулккинче çуралса ÿснĕ, халĕ Пуянкассинче пурăнакан Владимир Петрович Краснов. Кăçалхи январĕн 8-мĕшĕнче 50 тултарчĕ вăл. Аслисем вĕрентнĕ пек, йывăç та, çурт та лартнă, ăрăва тăсмалăх ывăл та çитĕнтернĕ.
Ĕçре те пысăк карьера тунă В.П. Краснов. Пуянкассинчи тулли мар вăтам шкулта вĕрентнĕ чухнех аслă категорие, Правительствăн тĕрлĕ наградине тивĕçрĕ. Халь Васанти тулли мар вăтам шкулта та ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тăвать. Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ пулнă май, çитĕнекен ăрăва тăван халăх йăли-йĕркине, чĕлхине юратма, ăша хывма пулăшать, ырми-ками тимлет.
ВĔРЕНЕКЕНĔСЕМ – РАЙОНТА МАЛТИСЕМ
Унăн вĕренекенĕсем районта малтисен йышĕнче, республика шайĕнче те ăс-хакăла виçеççĕ. Юлашки кăтартусене çеç илер. 2010 çулта Краснов вĕренекенĕсем 1,3 вырăнсене – чăваш чĕлхипе тата литературипе, 1,2 вырăнсене тăван ен культурипе район шайĕнче йышăнчĕç. Наукăпа практика конференцийĕнче тăван ен культури секцийĕнче иртнĕ вĕренÿ çулĕнче Владимир Петрович вĕренекенĕ çĕнтерчĕ. Пултарулăх конкурсĕсенче те ăсталăх, çирĕп пĕлÿ кăтартаççĕ. Шкулта предмет эрни, "Чăваш пики" конкурс ирттересси çирĕп йăлана кĕнĕ. Чăваш юрри-ташши, наци тумĕ, ылтăнпа виçейми сăмахĕ, йăли-йĕрки, апат-çимĕçĕ – веçех çакăн пек уявсенче ачасен чĕрине витерет-çке-ха.
Владимир Петрович хăй те сăмах-юмаха ăста: чăн чăвашла, căнарлă калаçать; пултаруллă купăсçă. Çакă ăна ачаcемпе çывăхлатать. Тата çумри мăшăрĕ Людмила - ăш-пиллĕ те пăрчăкан пек ĕçчен хĕр арăм – унăн чи пĕрремĕш пулăшуçи. "Чунпа та, ĕçпе те пĕр тăван", – тесе калас килет вĕсем пирки. Мĕншĕн тесен Людмила Петровна та Пуянкассинче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентет. Район тата республика шайĕнчи малта пыракан педагог.
Çемьере пĕр-пĕрне ăнланса, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнни телейлĕ мăшăра Пуянкасси ачисене вĕрентнĕ чух тĕлĕнмелле пысăк ăнăçусем тума пулăшрĕ. Красновсен 20 яхăн вĕренекенĕ Республикăри Г.Лебедев ячĕллĕ наци лицей-интернатра пĕлĕве туптанă тата туптаççĕ. Вĕренĕве ЧПУра, ЧППУра, Мускаври, Турцири аслă вĕренÿ заведенийĕсенче тăсаççĕ.
Ÿсĕм тÿпине çитме Владимир Петровича тăван район КПСС райкомĕн идеологи пайĕн инструкторĕнче вăй хуни, Пуянкасси шкулĕн коллективне ертсе пыни те пулăшнă, паллах. Ертÿçĕн яваплă ĕçĕ пиçĕхтерет те çынна. Обществăлла ĕçсенчи хастарлăхпа пуçарулăх Владимир Петрович Красновăн сумлăхне ÿстерет. 1990 çултанпа вăл – Пуянкасси ялĕн суйлав комиссийĕн председателĕн çумĕ.
Хăйĕнчен те, хăйне пăхăнаканнисенчен те çирĕп ыйтни, суйлавçăсемпе пĕр чĕлхе тупма пултарни, паллах, ырă йĕрсĕр иртмест.
СПОРТПА ТУСЛĂ ЧĂВАШ АРĔ
В.П. Краснова çирĕп чун хаваллă пулма спорт та пулăшать. Çак кĕрнеклĕ чăваш арĕ хăй ÿсĕмĕнчи Пуянкасси ял поселенийĕн йĕлтĕрçисем хушшинче чи вăйлине "Йĕлтĕр йĕрĕ – 2009" çивĕч ăмăртура çирĕплетрĕ.
Тĕрĕссипе, спортпа туслашасси Красновăн шкул çулĕсенчех пуçланнă. 9 класра ăс пухнă чухне йĕлтĕрпе чупассипе I разряда тултарнă. 1979-1981 çулсенче Совет Çарĕнче службăра тăнă чухне спортра палăрмаллах утăм тунă.
Кÿршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрел районне кĕрекен Пасарлă Упинчи шкул дирекцийĕ хăйĕн выпускникне, çартан таврăнсан, физкультура предметне вĕрентме ахальтен шанман ĕнтĕ. Ачасене пĕлÿ памашкăн квалификаци кирлĕ. Физкультура урокĕсене ирттернĕ хушăрах куçăмсăр йĕркепе ЧПУн историпе филологи факультетĕнче вĕреннĕ, чăваш чĕлхипе литератури специальноçне алла илнĕ.
Пурнăçне тăван сăмахпа, шкул ĕçĕпе çыхăнтарнишĕн ÿкĕнмест Владимир Петрович. Хăйĕн пĕрремĕш вĕрентекенне Манефа Петровна Васильевăна ĕмĕтри сăнар вырăнне хурса пĕлÿ тĕнчинче тимлет, вуншар ачана пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма хатĕрлет.
Хăй те ашшĕ, аслашшĕ халь Владимир Петрович. Çемьешĕн – тĕрек, тăванĕсемшĕн – шанчăк, вĕренекенĕсемшĕн – ертÿçĕ, ял халăхĕшĕн – ырă тĕслĕх вăл. Çакăнта мар-и вăл телей, пурнăç тупсăмĕ?