15 января 2011 г.
Вăрман çуннине курнă-и эсир; Енчен те курман пулсан, пурнăçăрта нихăçан та çак хăрушă инкеке курмалла ан пултăрччĕ.
Иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсенче мана Иркутск облаçĕнче ĕçлеме тÿрĕ килчĕ. Шăпах унта ĕнтĕ Нижнеудинск, Тулун, Зима таврашĕнчи вăрмансенче тухнă пушара сÿнтерме хутшăнтăм. Çав вăхăта халĕ те çÿçенсе аса илетĕп: умра та, хыçра та, çÿлте те, аялта та вут-çулăм явăннă чухне пурнăçпа вилĕм хушшинче тăнă вĕт-ха. Вăрман пушарĕсене сÿнтерекен çынсем маншăн чăн-чăн паттăрсем пек туйăнаççĕ.
Тен, çавăнпах пулĕ Карапай Шăмăршă йĕкĕчĕ Андрей Симуков – халĕ Раççей МЧСĕн пушара хирĕç кĕрешекен службин Ивановăри институчĕн иккĕмĕш курс курсанчĕ – хаçат редакцине йăпăртлăха кĕрсе тухсан çав тери хĕпĕртерĕм.
– Отпускра-ха эпĕ, ыран Мускав пуйăсĕпе çула тухатăп, – терĕ вун тăххăрти яштака йĕкĕт. – Хаçат урлă хамăр район çамрăкĕсене пирĕн института вĕренме пыма чĕнсе каласшăн.
– Андрей, санăн кăкăру çинче эпĕ медаль куратăп. Ăна хăçан тата мĕншĕн пачĕç;
– Медаль "Участнику ликвидации пожаров 2010 года" ятлă, унпа пĕлтĕр Иваново, Владимир тата Мускав облаçĕсенчи вăрман пушарĕсене сÿнтерме хутшăннăшăн наградăларĕç.
– Пушар сÿнтерме хăрушă-и;
– Кашкăртан хăрасан вăрмана та кайма хушман ваттисем. Чăнах та, малтан хăрушăччĕ: вут-çулăм, тĕтĕм-сĕрĕм явăнни, йывăçсем ахлатса-шатăртатса ÿкни чуна çÿçентеретчĕ. Уйрăмах çунакан торфа сÿнтерме йывăр. Талăкра виçшер-тăватшар хут вут-çулăм ăшне кĕме тиветчĕ. Типĕ те шăрăх çанталăкра йывăç-курăк порох пек хыпса илетчĕ. Мĕнле йывăр пулсан та, пушарсене сÿнтертĕмĕр-сÿнтертĕмĕрех. Мана тата манăн юлташсене институт начальникĕ, шалти службăн генерал-майорĕ И.А. Малый строй умĕнче чĕререн тав турĕ.
– Институтри вĕренÿ патне таврăнар. Пĕр пытармасăр кала-ха: йывăр-и вĕренме;
– Паллах, çăмăл мар. Спортпа туслă пулмалла, вăй-хал енчен тĕрекленмелле. Дисциплина çирĕп. Казармăра пурăнатпăр, курсантсем пĕр-пĕринпе питĕ туслă.
Пилĕк çул вĕренмелле, тăваттăмĕш курсра лейтенант званийĕ параççĕ.
Чăваш Енрен эпир виççĕн – манпа пĕрле Çĕрпÿ районĕнчен Костя Петров тата Пăрачкав районĕнчен Женя Тертев вĕренеççĕ. Костьăпа чăвашла калаçатпăр.
Хамăр район çамрăкĕсене – кăçал вăтам шкул пĕтерекенсене - эпĕ пушара хирĕç кĕрешекен службăн Ивановăри институтне вĕренме килме сĕнетĕп. Ман шутпа, пушарнăй профессийĕ – чăн-чăн арçын профессийĕ.
– Вĕренÿре ăнăçу сунатăп сана, Андрей!
– Тавтапуç. Çу кунĕсенче тепре тĕл пуличчен!