19 января 2011 г.
2010 çулта районта пурĕ 192 ача çуралнине регистрациленĕ, çав шутран 97-шĕ – арçын ачасем, 95-шĕ – хĕр ачасем.
Амăшĕсенчен 33-шĕ – мăшăрлану свидетельствисĕр çамрăк хĕрарăмсем. Пепкесенчен 85-шĕ – çемьери пĕрремĕш, 65-шĕ – иккĕмĕш, 32-шĕ – виççĕмĕш ачасем. 10 çемьере вара тăваттăмĕш е ытларах ача çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ хĕр ачасенчен чылайăшне Анастасия, Дарья, Александра ятсемпе çыртарнă. Арçын ачасем хушшинче уйрăмах Илья, Максим тата Александр ятсем нумай. 2009 çулхипе танлаштарсан, пĕлтĕр 5 ача сахалрах çуралнă.
2010 çулта 281 çын вилнине (2009 çултипе танлаштарсан 6 çын ытларах) шута илнĕ. Вĕсенчен 150-шĕ - арçынсем, 131-шĕ – хĕрарăмсем. Пурнăçран уйрăлса кайнă арçынсем вăтамран 61 çул, хĕрарăмсем 74 çул пурăннă.
Пĕлтĕр мăшăрлану свидетельствине 134 çемье илнĕ. Виçĕм çулхипе танлаштарсан, 17 çемье ытларах чăмăртаннă. 239 çын саккунлă мăшăрланăва пĕрремĕш хут кĕнĕ. Çемье çавăрнисен вăтам ÿсĕмĕ 18-24 çулпа танлашать.
Çав вăхăтрах 38 çемье арканнă. Ку вăл, 2009 çулхипе танлаштарсан, 6 çемье сахалрах. 31 çемьене суд йышăнăвĕпе, 7-шне пĕр-пĕринпе килĕшсе татăлнă май уйăрнă. Тĕрлĕ сăлтава пула саккунлă мăшăрлануран тухнă арçынсемпе хĕрарăмсен вăтам ÿсĕмĕ – 25-39 çул.