19 января 2011 г.
Пăчăрлă Пашьел ял поселенийĕ ытарма çук вырăнта вырнаçнă. Юнашарах илемлĕ вăрман, улăх-çаран... Шăнкăр-шăнкăр юхан шывĕ те хăй патне йыхăрать. Капмар çуртсенче ĕçчен те ырă çынсем пурăнаççĕ: тар юхтарса ĕçлеççĕ, кĕрекене ларсан савăнаççĕ.
Пăчăрлă Пашьел ял поселенине Асанкасси ялĕ те кĕрет. Кунта та пултаруллă та пуçаруллă халăх пурăнать. Икĕ ялĕпе пурĕ 28 фермер хуçалăхĕ. Ĕçлеме ÿркенмен хастарсем çĕр ĕçĕнче тăрăшаççĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ.
Икĕ ялта пурĕ 800 хуçалăх шутланать, 1672 çын пурăнать. Куллен кирлĕ таварсемпе 9 лавкка тивĕçтерсе тăрать. Кашни вырсарни кунах Пăчăрлă Пашьел ялĕнче пасар пулать. Çакă та кунта пурăнакансене самаях çăмăллăх кÿрет, Шăмăршăри пасара каймасăрах мĕн кирлине туянма май пур.
Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта 255 ача вĕренет. Никĕс шкул пулнăран, кÿршĕллĕ ялсенчи ачасем те ăс пухма кунта автобуспа çÿреççĕ. Ялти ача сачĕ те лайăх ĕçлет. Асанкассинчи пуçламăш шкул - ача сачĕн ĕçне те ырламалла.
Ял çамрăкне мĕн илĕртет; Вăл каçсерен ăçта пухăнать; Паллах, Культура çуртне. Икĕ ялти 281 çамрăк пушă вăхăта усăллă ирттерме тăрăшать. Вĕсен шутĕнче вĕренекенсем те, ĕçлекенсем те пур. Мал ĕмĕтлĕ яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç районта иртекен мероприяти - конкурса, спорт ăмăртăвĕсене те хастар хутшăнаççĕ. Хăйсене яланах лайăх енчен кăна кăтартма тăрăшаççĕ.
Çемье тухтăрĕн офисĕ те чирлĕ çынсене тивĕçлĕ пулăшу парас тĕлĕшпе куллен ĕçлет. Кунта тĕрлĕрен медицина пулăшăвĕ илме май пур.
Иртнĕ çул ку тăрăхра 13 туй кĕрленĕ. Çут тĕнчене 22 ача килнĕ.