Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурс вĕçленчĕ, конкурс малалла пырать

19 января 2011 г.

Конкурс вĕçленчĕ, конкурс малалла пырать

2010 çулхи октябрь уйăхĕнче хаçат редакцийĕ "Манăн асатте" конкурс ирттересси çинчен пĕлтернĕччĕ. Тĕрлĕ шкулсенче вĕренекен ачасем хăйсен аслашшĕсен е кукашшĕсен кун-çулĕпе, ĕç биографийĕпе паллаштаракан тĕрленчĕксем çырса ячĕç. Вĕсем пурте хаçатра кун çути курчĕç. (Шел, материал авторне палăртманнипе пĕр çырупа усă курма май килмерĕ).

Çак кунсенче хаçат редакцийĕ "Манăн асатте" ("Манăн кукаçей") конкурс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ, Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекен Елена Столярован творчество ĕçне ("Чи лайăх утарçă пулнă" тĕрленчĕк) пĕрремĕш вырăн пама йышăнчĕ. Кивĕ Чукалти тĕп шкулта вĕренекен Антон Малеев ("Вĕрентÿ ĕçĕн отличникĕ") - иккĕмĕш, Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта вĕренекен Юлия Можаевапа ("Кукаçейĕм, кукаçей...") Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекен Андрей Елисеев ("Пархатарлă пурнăç çулĕ") виççĕмĕш вырăнсене тухнине палăртнă. Призлă вырăнсем йышăннă çак вĕренекенсене хаçат редакцийĕ Дипломсемпе тата парнесемпе чыслать. Наградăсене редакцие килсе илмелле. Конкурса хутшăннă ытти ачасене те тав тăватпăр.

Редакци çавăн пекех ачасене "Манăн асанне" ("Манăн кукамай") конкурс пуçланасси çинчен те пĕлтерет. Ĕмĕр тăршшĕпех вăл е ку ĕçре чăтăмлăн ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, пархатарлă ĕçпе, хăйсен сăпайлăхĕпе ял-йышра хисепе тивĕçнĕ хĕрарăмсем çинчен çырнă сочиненисем (тĕрленчĕксем) кĕтетпĕр эпир шкулта вĕренекенсенчен. Тĕрленчĕкре ачасен хăйсен асламăшĕсен е кукамăшĕсен кун-çулне, ĕç биографине çутатса памалла, наградăсене асăнмалла. Паллах, вĕсем миçе ача ÿстерсе çитĕнтернине, пурнăç çулĕ çине кăларнине те çырмалла.

"Манăн асанне" ("Манăн кукамай") конкурс кăтартăвĕсене редакци майăн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмлетет.

Шкулсенче çак темăпа чăваш чĕлхипе литература учителĕсем ачасене сочинени çыртарни те вырăнлă пулĕччĕ. Шкулсенчи чи лайăх сочиненисене редакцие илсе килме сĕнетпĕр учительсене.

Творчество ĕçĕнче ăнăçу сунатпăр сире, хаклă ачасем. Çĕнтерÿçĕсене Дипломсем тата призсем кĕтеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика