26 января 2011 г.
Республикăра, çавăн пекех пирĕн районта та "Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" ыр кăмăллăх марафонĕ старт илчĕ.
Çакна палăртма кăмăллă: марафона хутшăнкансен йышĕ те, унта укçа-тенкĕ хывнă взноссен сумми те çулсерен ÿссе пырать. Çак укçапа ача çурчĕсене, интернат шкулсене, ача-пăчан сиплев учрежденийĕсене васкавлă социаллă пулăшу панă, медицина оборудованийĕ, эмел, ятарлă тренажер туянма, культура мероприятийĕсем ирттерме пулăшнă.