Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эрех-сăра – сывлăх тăшманĕ

26 января 2011 г.

НУМАЯХ пулмасть çĕр-шывра 15 градусран хаяртарах алкоголь продукцине 23 сехетрен пуçласа ирхи çиччĕччен сутма чаракан саккун вăя кĕчĕ. Обществăра вăл тĕрлĕ сас-хура çуратрĕ. Сăмахран, пĕрремĕшсен шухăшĕпе, çакă алкоголизм ÿсĕмне чармалли пĕртен пĕр меслет. Теприсем "хаяр шĕвексене ирĕклĕн суттарманни ĕçкĕçсене чараймĕ, çынсене суя эрех ытларах ĕçме кăна хистĕ" тесе çирĕплетеççĕ. Çĕнĕлĕхе хирĕçлекен, сивлекен чылай. Анчах алкоголь продукцине сутма чарни патшалăх çак ыйтăва пĕлтерĕшлĕ тесе шутланине кăтартать. "Сысна пылчăк тупать", - тесе ахальтен каламан ваттисем. Ĕçес текене, паллах, чараймăн: лавккара туянаймасан урăх çĕрте илет. Ялсенче "эрех бизнесĕ" анлă сарăлнă.

Çамрăксем патнех таврăнар-ха. Вĕсем валли уйрăм саккун кирлĕ. Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те спирт хутăшĕллĕ нимĕнле шĕвек те сутма юрамасть. Асăрханă пуль ĕнтĕ, хĕрсемпе каччăсенчен чылайăшĕ сăра е джин-тоник ĕçме кăмăллать. Виçине пĕлсен шĕвексем сиенсĕр пулĕ. Анчах пĕр кĕленчепе кăна çырлахаççĕ-ши çамрăксем; Статистика чылай преступление çĕрле тата ÿсĕрле тунине кăтартать...

Паллах, кашнин хăйĕн шухăшĕ. Никама та хистесе йĕркене кĕртеймĕн. Ĕçме юратаканни - ĕçетех, эрех-сăрана кăмăлламанни унпа ахаль те туслашмĕ. Анчах кашниех самантлăха та пулин шухăша кайма тивĕç: алкоголь организма мĕнле витĕм кÿрет-ха; Манăн шухăшăмпа, патшалăх спирт хутăшĕсене сутассине йĕркене кĕртни çĕр-çĕр çыннăн пурнăçне, сывлăхне упраса хăварма пулăшатех.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика