02 февраля 2011 г.
"Тивĕçлĕ ăру çитĕнтерес ĕçре чи пĕлтерĕшли – çемье, вăл общество никĕсĕ, эпĕ тата пĕтĕм пурнăç никĕсĕ тенĕ пулăттăм"
(Чăваш Республикин Президенчĕ М.В. Игнатьев Республика Патшалăх Канашне янă Çыруран).
"АЧУНА çурат, хăвна савăнма, умна саппун çак куççульне шăлма..." Юрăри çак сăмахсем нумай ашшĕ-амăшĕн чун-чĕрине хумхантараççĕ. "Пĕчĕк чух – пĕчĕк хуйхă, пысăклансан – пысăкки", – тенĕ ваттисем. Ачасене тĕрĕс воспитани парса ÿстересси, вĕсем атте-анне, тăван шкул, ял-йыш ятне ан яччĕр тесе тăрăшасси – çăмăл ĕç мар. Воспитани ĕçĕнче вак-тĕвек ĕç çук: "хулă чухне авмасан йывăç пулсан тин аваймăн".
Çак кунсенче район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ пулса иртрĕ. Унта комисси председателĕ Н.Г.Игнатьева çак цифрăсене илсе кăтартрĕ: районти шанчăклă мар 42 çемье, çул çитмен 15 çамрăк комиссире учетра тăрать. 2010 çулта комисси ларăвĕсенче 83 административлă ĕç пăхса тухнă, 31 ашшĕ-амăшне 6300 тенкĕ штрафланă.
Административлă ĕçсен пысăк пайĕ çул çитмен çамрăксем каçхине 22 сехет хыççăн урамра çÿреме юраманнине пăхăнманнипе, эрех-сăра ĕçнипе, хулиганла пĕчĕк ĕç тунипе çыхăннă. Иртнĕ çул район территорийĕнче çул çитменнисем 10 преступлени тунă. Çак тÿнтерле ĕçсем пурте тенĕ пекех ют пурлăха вăрланипе пулса тухнă. Преступленисене пурне те çĕрлехи вăхăтра тунă.
Хисеплĕ ашшĕсемпе амăшĕсем, аслисем!
Хăвăрăн ачăрсене каçхине хăйсем тĕллĕн çÿреме ирĕк пани, вĕсем пушă вăхăчĕсене ăçта тата кампа ирттернине тĕрĕслесе тăманни пысăк инкек патне илсе çитерме пултарать. "Чавса çывăх та, çыртма çук" ,– теççĕ ваттисем. Çак чăнлăха яланах асра тытар.