02 февраля 2011 г.
ЯНВАРĔН 27-мĕшĕнче Мускавра Раççей ял хуçалăх министрĕ Елена Скрынник тата Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев çĕр-шывăн Ял хуçалăх министерствипе республикăн Министрсен Кабинечĕ хушшинчи килĕшÿсене ал пуснă. Çакă кăçал çывăх вăхăтрах федераци бюджетĕнчен уйăракан пулăшăвăн 30 процентне илме, укçана çурхи уй-хир ĕçĕсем валли яма май парать.
Алă пуснă 1-мĕш килĕшÿре Чăваш Ен валли федераци бюджетĕнчен ял хуçалăх производствине пулăшма 1757,3 млн тенкĕ субсиди уйăрма палăртнă, ку 2010 çулхинчен икĕ хут нумайрах. Çав шутран ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине тĕревлеме - 23,4 млн, ÿсен-тăран çитĕнтерессине пулăшма – 1068, 3 млн, кредитсен процент виçисене субсидилеме 665,6 млн тенкĕ уйăраççĕ. Пĕрле çак тăкаксем валли республика бюджетĕнчен те укçа уйăрмаллине кура 320,6 млн тенкĕ яма палăртнă.
Ялăн социаллă аталанăвĕ валли 2011 çулта Чăваш Ене хушма 122,2 млн тенкĕ парĕç. Çакна алă пуснă тепĕр килĕшÿре палăртнă. Вăл – Чăваш Республикин бюджетне федераци бюджетĕнчен ялта пурăнакан граждансен, çав шутра çамрăк çемьесен тата çамрăк специалистсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатмалли тата федерацин тĕллевлĕ "Ялăн 2012 çулчченхи социаллă аталанăвĕ" программине пурнăçласа ялсенчи социаллă пурнăçпа инженери инфратытăмне аталантармалли мероприятисем валли укçа уйăрассине çирĕплетет. Çав шутра пурăнмалли условисене лайăхлатма 70,4 млн тенкĕ уйăраççĕ, инженери объекчĕсемпе социаллă инфратытăм валли – 51,8 млн тенкĕ. Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ бюджетĕнчен пĕрле укçа уйăрмалли йĕркепе асăннă ĕçсем валли 143,7 млн тенкĕ уйăрма пăхнă.