02 февраля 2011 г.
Чăваш Республикин Президенчĕн М.В. Игнатьевăн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн вĕренÿре, тĕпчев, ăслăлăх, пултарулăх енĕпе, производство ĕçĕ-хĕлĕнче курăмлă çитĕнÿсем тупнăшăн пирĕн районти çак çамрăксем 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 31-мĕшĕччен Президентăн 1830 тенкĕпе танлашакан стипендине уйăхсерен илсе тăрĕç:
Александр ВОЛКОВ – Кахăрлă Шăхалĕнчи "Геннадий Макаров" хресчен (фермер) хуçалăхĕн тракторисчĕ;
Татьяна ДАВЫДОВА – Шăмăршă вăтам шкулĕнчи "Пĕрле" ача-пăча организацийĕн ертÿçи;
Мария ДМИТРИЕВА – Шăмăршă вăтам шкулĕнчи "Паттăрлăх" çарпа патриотизм клубĕн членĕ;
Анна ЕФИМОВА – Шăмăршă вăтам шкулĕн вĕренекенĕ;
Вероника КУДРЯШОВА – районти тĕп больницăн медицина сестри;
Ирина КУДРЯШОВА - Шăмăршă вăтам шкулĕнчи çамрăк специалистсен канашĕн ертÿçи;
Екатерина ФЕДОРОВА - Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнчи çамрăксен канашĕн членĕ.
Саламлатпăр сире, пултаруллă та маттур çамрăксем, вĕренÿре, ĕçре тата пысăкрах çитĕнÿсем, ăнăçусем сунатпăр. (Стипендиатсем хушшинче пирĕн районти ытти çамрăксем – тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ илекенсем те пур пулĕ. Тен, вĕсем пирки редакцие ашшĕ-амăшĕ е юлташĕсем шăнкăравласа пĕлтерĕç;)