02 февраля 2011 г.
Кашни ир, тул çутăлнă-çутăлманах, Николай Васильевичпа Альбина Германовна Карсаковсем картишне тухаççĕ. Кил хуçи аллине сарлака йывăç кĕреçе тытса çĕр каçа çуса лартнă юра тасатать, унăн мăшăрĕ выльăхсене шыв ĕçтерет тата утă-улăм хурса парать.
Выльăх йышĕ вара сахал мар: ĕнесем çеç тăваттă тан. Вĕсемсĕр пуçне çăвăрлаттаракан сысна амисем икĕ пуç.
– Килти хуçалăх - чун савăнмалăх, - тет ăшшăн кулса Н.В. Карсаков. – Чăнах та, выльăх çими сахалтарах, çапах та тирпейлĕ усă курсан çăва тухатпăрах тетпĕр. Выльăхсен шутне чакарма шутламастпăр. Ĕнесем пăруланă май пăрусем те пулаççĕ, йыш татах ÿсет.
Карсаковсем кашни кунах хатĕрлевçе витри-витрипе сĕт сутаççĕ. Литрне 14 тенкĕпе туянать предприниматель, çакă çемье бюджетне пуянлатма пулăшать. Выльăх усрамасан, хĕл кунĕнче ялта укçа ăçтан кĕрĕ-ха;
Ĕçчен çемьесем Асанкассинче тата та нумай. Акă А.В. Сесюкин фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Виçĕ ĕне, ытти выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ. Сĕт, аш-какай сутса укçа тăваççĕ.
Сергей Васильев çамрăк-ха, апла пулин те чи хастаррисен шутĕнче. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра бизнес-проект хатĕрлесе парса, хăйĕн ĕçне йĕркелсе яма 58 пин тенкĕ укçа илме пултарнă. Патшалăх пулăшăвĕпе ĕне выльăхсем ĕрчетме тĕллев лартнă. Хальхи вăхăтра виçĕ ĕне усрать, мăйракаллă шултра выльăхсен йышне тата та ÿстерес ĕмĕтлĕ.
Чăваш Республикинчи Министрсен Кабинечĕ ял хуçалăх предприятийĕсене, фермерсене, килти хушма хуçалăхсене пĕлтĕрхи шăрăх çанталăк кăларса тăратнă йывăрлăхран тухма пулăшас тĕллевпе республика бюджетĕнчен укçа уйăрма йышăннă. Ăна ĕнесем валли выльăх апачĕ туянма параççĕ. Хушма хуçалăхсене кашни пуçшăн 1 пин тенкĕ тивмелле. Пăчăрлă Пашьел ял поселенийĕнчи икĕ ялта пурăнакансем 355 ĕне усраççĕ, ĕне пуçне пиншер тенкĕ илни те пулăшу.
– Кăçалхи çулла хĕвеллĕ кунсем те, çумăрĕ те кирлĕ чухлĕ пуласса шанса пурăнатпăр, – теççĕ ял çынисем. – Выльăхсен йышне упраса хăваратпăрах, ял кĕтĕвĕсем кăçал пĕлтĕрхинчен пысăкрах пуласса шанатпăр.
Вăй патăр сире, ĕçчен хресченсем!