Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Садике каяс килет», – терĕ пĕчĕкçĕ Илле

02 февраля 2011 г.

«Садике каяс килет», – терĕ пĕчĕкçĕ Илле

Районта 5 çула çитичченхи 273 ача валли садиксенче вырăн çитмест.

Турра шĕкĕр, патшалăх ертÿçисем çĕр-шыв шайĕнче демографи лару-тăрăвĕ кăткăсланса çитнине вăхăтра ăнланса илчĕç. Ача çураласси чакни çĕр-шыв малашлăхĕ мĕнле пуласси пирки хытă шухăшлаттарать. Ялĕ-ялĕпе çулталăк тăрăшшĕпе пĕр "çĕнĕ кайăк" та "вĕçсе килмен» вĕт-ха. Ăçта вĕçсе килччĕр-ха вĕсем, енчен те çав ялсенче ватă çынсемпе авланасси çинчен тахçанах маннă хусахсем çеç пурăнаççĕ пулсан;

Хамăр района илсен, юлашки çулсенче демографи лару-тăрăвĕ кăштах лайăхланни сисĕнет. 2007 çулта – 156 ача, 2008 çулта – 168, 2009 çулта - 197, 2010 çулта 192 ача çут тĕнчене килнĕ. Çавна май ача сачĕсенче (чи малтан – район центрĕнче) вырăн çитми пулчĕ. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 5 çула çитичченхи 273 ача садик черетĕнче тăни паллă. 5 çултан пуçласа 7 çула çитичченхи ачасене вара пурне те ача сачĕнче вырăн панă.

Чăваш Республикин Президенчĕн "Шкул тулашĕнчи вĕрентÿ сферинче çăмăллăхсем илмелли майсене ÿстермелли мерăсем çинчен "Указне пурнăçласа, районта пĕчĕккисем валли çĕнĕрен виçĕ ушкăн йĕркеленĕ: пĕрне – ача садĕнче, иккĕмĕшне – "пуçламăш шкул – ача сачĕ" учрежденире, виççĕмĕшне - пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта.

Районти ача сачĕсем республика конкурсĕсене хутшăнма тытăнни те савăнтарать. Акă Шăмăршăри "Ромашка" ача сачĕ Чăваш Республикин Президенчĕн грантне – 200 000 тенкĕ çĕнсе илме пултарчĕ. Кунта шкул çулне çитмен ачасене вĕрентмелли инноваци программине çине тăрсах пурнăçа кĕртеççĕ.

Район администрацийĕ ачасене садикпе тивĕçтерес ыйтăва татса парас, пĕчĕккисен сывлăхне лайăхлатас, садиксен пурлăх никĕсне çирĕплетес тĕлĕшпе нумай ĕçлет. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П. Фадеев çывăх çулсенче садик ыйтăвĕ çивĕч тăмĕ тесе шутлать, çуралакан ачасен йышĕ чылай ÿссен те пĕчĕккисене садикпе тивĕçтерме майсем пулĕç.

Хальлĕхе вара, чăн та, проблемăсем пур. Акă виççĕри мăнукăмăра кашни ирех Шăмăршăран çичĕ çухрăмра вырнаçнă Васан ялĕн садикне леçме, каçхине кайса илме тивет. Çитес çулсенче Шăмăршăрах вырăн тупăнасса шанса пурăнатпăр. Çамрăк çемьесем те çапла пуласса кĕтеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика