02 февраля 2011 г.
Çамрăксене ялта çирĕплетсе хăварас тесен, вĕсене пурăнмалли çурт-йĕр лартма е туянма майсем туса памалла. Ку тĕлĕшпе патшалăхăн тĕллевлĕ программисем пур.
Акă 2010 çулта федерацин "Ялсен социаллă пурнăçне 2012 çулччен аталантарасси" программипе районти 12 çамрăк çемьене 4588,300 пин тенкĕлĕх, 14 çамрăк специалиста 7956, 630 пин тенкĕлĕх социаллă тÿлев илме свидетельство панă.
Чăваш Республикин Президенчĕн "Чăваш Республикинче патшалăх пулăшăвĕ памалли мерăсене вăйлатасси çинчен" Указне пурнăçласа, районти 12 çамрăк çемьене çурт лартма е туянма 848, 494 пин тенкĕ социаллă тÿлев панă.
Хальхи вăхăтра районти 145 çамрăк çемье çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма ыйтса черете тăнă. Çав шутра Васан ял поселенийĕнче – 13, Пăчăрлă Пашьел ял поселенийĕнче - 6, Карапай Шăмăршă ял поселенийĕнче – 10, Пуянкасси ял поселенийĕнче - 7, Кивĕ Чукал ял поселенийĕнче – 5, Палтиел ял поселенийĕнче– 8, Анат Чаткас ял поселенийĕнче – 13, Чукал ял поселенийĕнче – 11, Шăмăршă ял поселенийĕнче 72 çамрăк çемье.