02 февраля 2011 г.
Килти хушма хуçалăха аталантарас шутлă çынсене патшалăх та тĕрлĕ енлĕ пулăшу пама тăрăшать – ĕçле çеç, ан ÿркен. Иртнĕ çул кăна, акă Раççей Перекет банкĕн Канашри уйрăмĕн Шăмăршăри хушма офисĕ урлă 287 çын килти хушма хуçалăха аталантарма 49 миллион та 435 пин тенкĕ кредит илнĕ.
Кредита 2 тата 5 çуллăха параççĕ. Пĕрремĕшне çунтармалли-сĕрмелли материалсем, ял хуçалăх техникине тата выльăх витисене юсама запас пайсемпе материалсем, минераллă удобренисем, çамрăк выльăхсем туянма тата ытти хăш-пĕр тĕллевпе (вĕсен переченьне Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерстви çирĕплетнĕ) уйăраççĕ. 5 çул таранчченхи кредита пĕчĕк калапăшлă ял хуçалăх техники, выльăх-чĕрлĕх витисем тума тата вĕсене реконструкцилеме, модернизацилеме оборудовани туянма параççĕ.
Кредит суммине палăртнă чух ăна илекен парăма тÿлесе татма пултарнине тата унăн 30 уйăхри тупăшне тĕпе хураççĕ. 2 çуллăх кредит сумми - 300 пин, 5 çул таранчченхи кредит сумми – 700 пин тенкĕ таранччен. Чи пĕчĕк виçе - 15 пин тенкĕ.
Кредит илес текенсемшĕн кăçал çăмăллăх та палăртнă. Январĕн 24-мĕшĕнчен вара процент ставкисем чакнă, халĕ вăл 14 процентпа танлашать. 7,75 процентне вара патшалăх тÿлесе татать.
Кредит илмелли, мĕнлерех документсем хатĕрлемелли йĕркесемпе тĕплĕнрех пирĕн патăмăрта паллашма пулать.