Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă чунлă хĕрарăм

02 февраля 2011 г.

ВАТĂ çыншăн ăшă сăмах – чун уççи. Кăмăлтан, унăн хуйхи-суйхине пайласан, йывăрлăхра пулăшсан ăна урăх нимĕн те кирлĕ мар. Пенси фончĕн Шăмăршă районĕнчи уйрăмĕнче вăй хуракан З.Герасимова çакна питĕ лайăх ăнланать. Кашни çынпах вăл лăпкăн та ăшшăн калаçма тăрăшать. Çавăнпах ĕнтĕ карчăксемпе стариксем ăна "йăмăкăм" тесе тав сăмахĕ калаççĕ.

Зоя Зиновьевна Хайпăла ялĕнче пурăнать. Çынсем пекех кил-çурт тытса пырать, выльăх-чĕрлĕх усрать, пахча çимĕç çитĕнтерет. Мăшăрĕпе виçĕ ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă, çĕр-шыва юрăхлă, çынпа çын пек пулма ăс панă.

З.Герасимова Пенси фончĕн районти уйрăмĕнче ĕçлеме пуçличчен ытти вырăнсенче тăрăшнă, пур çĕрте те ĕçчĕнлĕхпе те сăпайлăхпа палăрса тăнă. Кунта вара 1992 çултанпа вăй хурать ( маларах, Пенси фондне туса хуриччен, собесра ĕçленĕ).

Тĕрлĕ шăпаллă çынсемпе кашни кунах тĕл пулса калаçма тивет ăна. Вĕсене итлесе кирлĕ сĕнÿ парать. Нумайăшĕн чун ыратăвне пĕрле пайлать. Çулĕ çитсен кашниех пенсие кайнине, çак шăпа пурне те кĕтнине лайăх ăнланнăран Зоя Зиновьевна ватăсене хисеплет, сума сăвать.

Чунĕпе илемлĕ З.Герасимова. Çак паха ен унăн яланах пулĕ. Вăл чăннипех те ватă çынсен тавне тивĕçлĕ. Унăн сывлăхĕ çирĕп пултăр, ĕçĕ ăнса пытăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика