Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юртан тасатсах тăмалла

02 февраля 2011 г.

КăÇалхи хĕл юрлă пулнăран, хăш-пĕр учрежденисен, организацисен, пурăнмалли çуртсен тăррисем йăтăнса анассăнах туйăнать. Çавăнпа вĕсене тасатсах тăмалла. Инкек пуласса кĕтмелле мар. Шел те, çул çинче аварисен шучĕ ÿсесси юр хÿсе кайнипе çыхăннине те шута илсех каймастпăр.

Акă Шăмăршă-Суйкăн автоçулăн 2-мĕш километрĕнче юр хÿсе тултарнă вырăнсем тĕл пулчĕç. "Чувашавтодор" ОАОн Шăмăршăри ДРСУ филиалĕн директорне В.В. Вашуркина çак йĕркесĕрлĕхшĕн административлă майпа явап тыттарма тиврĕ.

Районти прокуратурăпа пĕрле "Управляющая компания" ООО директорĕ тата Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕ нумай хваттерлĕ çуртсен, ача сачĕсен, Шăмăршă шкулĕн, районти тĕп больницăн, Культура керменĕн, апатлану пункчĕсен, автостанцин тата ытти çурт-йĕрсен тăррисенчи юр хулăнăшне, унăн сиенлĕхне пăхса тухнă. Асăрхаттарусене организацисен, учрежденисен ертÿçисем çийĕнчех пурнăçланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика