02 февраля 2011 г.
Чир паллисем
РЕСПИРАТРЛĂ вирусăн хăвăрт пуçланакан инфекцийĕсем (çав шута грипп кĕрет) ерекен чирсенчен анлă сарăлнисем шутланаççĕ. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн кăтартăвĕсем çирĕплетнĕ тăрăх - аслă ăру çыннисен 6 проценчĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлни çак амакпа çыхăннă.
Грипăн 1918, 1957, 1968 çулсенче сарăлнă эпидемийĕсем çĕр çинчи пин-пин çын кун-çулне татнă. Сăмах май, "испанка" ята тивĕçни (1918 çулхи) пĕрремĕш тĕнче вăрçинче вилнĕ халăхран ытларах – 20 млн çынна пĕтернĕ.
Сывлав çулĕсен хăвăрт пуçланакан чирĕсене пуçарса яракан сăлтавсем 200 ытла, вĕсенчен 170-шĕ – вирус, ытти – бактери. Вĕсем хăвăрт аталанаççĕ, чирлĕ çынпа хутшăнмасăрах теприне ерме пултараççĕ – лавккара, общество транспортĕнче, поликлиникăра тата халăх йышлă пулакан ытти çĕрте. Паллах, вирус ертекен çын унта сирĕнтен маларах пулнă тăк. Вăл калаçнă, сывланă, сунасланă хыççăн микробсем сарăлаççĕ вĕт. Вĕсем организма лексен 24-48 сехетсенчех сывлав çулĕсен эпителине сиенлемешкĕн кирлĕ чухлех аталанма пултараççĕ. Грипп вирусĕ уйрăмах пуçаруллă. Унăн инфекцийĕ этем организмне лексен ÿт температури 39-40 градус таран вĕриленет, пуç çурăлса тухасла ыратать, сăн-пит хĕрелет, сăмса питĕрĕнет, 2-3 талăкран сунас пуçланать. Пысăк температура 5 куна тăсăлма пулатрать. Ытти микроб пуçарнă чир-чĕр сăмсапа пыра ярса илет, сунаслаттарать, ÿсĕрттерет, пыр ыратать, температура 38 градусран иртмест, анчах амак гриппа танлаштарсан вăраха тăсăлать.
Мĕнле сипленмелле?
Чирĕн малтанхи паллисем палăрсанах пулăшу ыйтмалла. Çын хăйне уйрăмах япăх туйсан е унăн вăраха кайнă чир-чĕр – чĕре ишемийĕ, гипертони е ытти амак нушалантарсан ăна госпитализацилемелле. Грипп пуçласан поликлиникăна кайма тăхтамалла – врача киле чĕнсе илмелле.
Чирлĕ çын килте сипленет тĕк çемье членĕсене инфекци ертесрен асăрханмалла. Май пулсан ăна уйрăм вырнаçтармалла - пÿлĕме дезинфекци хатĕрсемпе – хлораминпа, кĕпе супăнĕпе усă курса – куллен нÿрĕ татăкпа тасатса тăмалла, уçăлтармалла. Унсăр пуçне вĕрилентернĕ тапхăрта чирлĕ çыннăн вырăнпах выртмалла. Интоксикацие чакарма шĕвек ытларах ĕçмелле: чей, ăшă сĕт, улма-çырла сĕткенĕ, морс...
38-38,5 С градус температурăна чакарма парацетамол ĕçмелле. Унран пĕчĕк виçене антарма кирлех мар. Паллах, чирлекен хăйне йывăр туймасан. Мĕншĕн тесен шăнтса пăрахни организмăн хÿтлĕх реакцийĕ шутланать.
Эмел сиплевĕ пирки тухтăрпа канашламалла.
Юрамасть:
- антибиотиксемпе тÿрех сипленме – вĕсем вируссене витĕм кÿмеççĕ, иммунитета хавшатаççĕ, аллергие яма пултараççĕ;
- эрех-сăрапа сипленме, мунча кĕме.
Тухтăрсем сĕнеççĕ
Грипран прививка тумалла. Респираторлă ытти инфекцирен хÿтĕлекен вакцина тумаççĕ – апла тăк организма çирĕплетмелле, сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла, çулталăк тапхăрĕпе килĕшÿллĕн тумланса çÿремелле тата белокпа, çупа, витаминпа пуян апат çимелле. Хĕллехи вăхăтра рациона сухан, ыхра, чĕрĕ улма-çырла, пахча çимĕç, йÿçетнĕ купăста, поливитамин препарачĕсем кĕртмелле.