05 февраля 2011 г.
Этем тени вăл пит мăнаçлă –
Темрен те вăйлă чĕрĕ чун.
Мĕнрен килет-ха çак патварлăх;
Чунра хăватлăх пур-çке ун.
Çак туйăм пур кашни çынра,
Тен, ăнланмасть та ăна хăшĕ.
Енчен те çук пулсан – инкек,
Тăлăх ача аннесĕр тейĕн –
Çук унăн пурнăçра тĕрек...
Ку йĕркесем çавна каласшăн:
Ман чун хăвачĕ вăл пĕрре –
Атте-анне, Тавах сире!
Анне – хĕвел,
Атте вăл – пĕлĕт,
Пĕрле эсир – пĕр çутă ĕмĕт.
Чунпа ялан эп сирĕнпе.
Атте-анне – ман çут телей,
Тĕрекĕм, тĕслĕх те илем.
Чи хаклисем çак тĕнчере.
Эп питĕ пысăк парăмра
Мĕн пуррипе сирĕн умра.
Тем чуль сăмах пуçра, чунра,
Анчах калатăп çеç çакна:
Телейлĕ эп çак çĕр çинче,
Пит лайăх ман атте-анне!