05 февраля 2011 г.
РАЙОН прокуратури Патăрьелĕнчи эпидемиологипе гигиена центрне Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул столовăйĕнчен тата Шăмăршăри артезиан скважинчен илнĕ шыва тĕрĕслеме запрос панăччĕ. Тĕрĕслевсем çакна кăтартса пачĕç: шыв гигиена требованийĕсене тивĕçтермест. Сăмахран, унри пăтранчăк 16,5 миллиграм-литрпа танлашнă (палăртнă нормăран вун пĕр хут пысăкрах). Тимĕр хисепĕ вара нормăран виçĕ хут ытларах. Шыв хытă. Çакă Федераци саккунне пăсни шутланать.
Çакнашкал пахалăхлă шывпа Шăмăршăра пурăнакансем, ача сачĕсем, шкул, больница, ытти учрежденисем усă кураççĕ. Çак лару-тăру ирĕксĕрех судран пулăшу ыйтма хистерĕ. Суд йышăнăвĕ тăрăх, Шăмăршă ял поселенийĕн администрацийĕпе "Коммунальник" ОАОн ĕçмелли шыв пахалăхне лайăхлатмалли программа хатĕрлемелле, кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕччен ăна пурнăçламалли ĕçсене туса ирттермелле.