Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Преступник хăйĕн йĕрне хăваратех

05 февраля 2011 г.

2010 çулта, виçĕм çулхипе танлаштарсан, район территорийĕнче преступлени тăвасси 3,8 процент чакнă. Сăмахран, пĕлтĕр 175 преступление регистрациленĕ, 2009 çулта – 182. Юлашки 2 çулта преступленисен 94-шар процентне тăрă шыв çине кăларнă. Ку вăл, тÿрех каламалла, республикăри чи лайăх кăтартусенчен пĕри.

Пĕлтĕр уйрăмах йывăр (2010 çулта - 6 факт, 2009 çулта - 3 факт) тата вăтам шайри (48-35) преступленисен шучĕ ÿснĕ. Йывăр (20-21) тата пысăках мар (101-123) преступленисем чакнă. Çынна вĕлересси ÿснĕ: 2010 çулта 3 çынна пурнăçран уйăрнă, 2009 çулта - 2 çынна. Çын сывлăхне юриех пысăк сиен кÿнĕ тĕслĕхсем (4–5), çын çине алă çĕкленĕ фактсем (30-43) сахалтарах пулнă.

Преступленисен тĕсне уйрăммăн илсен, ултавлă ĕç (2010 çулта - 5 факт, 2009 çулта - 4) тата хулиганла ĕç (6-2), растрата (5-4)тăвасси, çул çитменнисем (8-6), ÿсĕр çынсем (21-17), ниçта та ĕçлеменнисем (111-107), ушкăнпа каварлашакансем (18-8) преступлени çулĕ çине тухасси пысăкланнă. Вĕлерессипе хăратасси (6-10), ют пурлăха вăрласси (38-49), хваттер çаратасси (9-11), хурах пусасси (грабеж) (2-3), экономика преступленийĕсем тăвасси (28-37), малтан судпа айăпланнисем (56-62) саккун йĕркисене пăсасси, обществăлла вырăнсенче (5-14), урамсенче (3-5) тÿнтерле çул çине тăрасси сахалланнă.

2010 çулта милици сотрудникĕсем уçса панă хăш-пĕр преступленисене илсен, кунта чи малтанах Шăмăршăри "Орион" лавккана (вăрланă таварсен хакĕ 25 пин тенкĕпе танлашать), Кивĕ Чукалти, Палтиелĕнчи магазинсене çаратакансене кĕске вăхăтрах тупса палăртнине асăнмалла. Энтĕрьелĕнчи, Палтиелĕнчи, Шăмăршăри граждансен хуçалăхĕсене кĕрсе хаклă япаласем çаклатса тухнă арçынсене те хăвăрт шыраса тупнă. Шăмăршăри пĕр хĕрарăмăн хваттерĕнчен 7500 тенкĕ çухални пирки милицие заявлени кĕрсен, укçана "уралантаракансене" кĕске вăхăтрах тĕпчесе пĕлнĕ.

Кунашкал преступленисене татах та асăнма пулать. Сăмахăма вĕçленĕ май, çакна калас килет. Пĕр-пĕр преступлени тăвас шухăш çуралсан, кайран мĕн пуласси пирки шутласа пăхма сĕнетĕп саккуна пăсас туртăмлă çынсене. Хуть мĕнле преступлени те хăйĕн хура йĕрне хăваратех, вăл хăçан та пулсан палăратех. Çакна яланах асра тытасчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика