Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç çулĕ такăр мар...

05 февраля 2011 г.

Иртнĕ ĕмĕрти 30-мĕш çулсенче çуралнă çынсен пурнăç йывăрлăхĕсене сахал мар чăтса ирттерме тивнĕ. Çакнашкал çынсенчен пĕри – Ярăславри Д.Х. Афанасьева (хĕр чухнехи хушамачĕ Скрипачева).

Вăл Энтĕрьелĕнче çуралнă. Христофорпа Ольга Скрипачевсен пĕрремĕш ачи пулнă Тарье. Кайран шăллĕ, Санькка, çуралнă. Çемье пысăк çуртра пурăннă, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă. Скрипачевсем сак тулли ача-пăча çуратса ÿстерме ĕмĕтленнĕ. Анчах вĕсен çутă ĕмĕтне, çĕршыври ытти мĕльюн-мĕльюн çынсенни пекех, Аслă Аттелĕх вăрçи татнă...

Ылханлă вăрçă

1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ хыççăн ялти арçынсене фронта яма тытăннă. Часах Христофор Скрипачева та вăрçа кайма повестка панă.

Кил хуçи арăмĕ икĕ ачапа тăрса юлнă. Вуннăри Тарье амăшĕпе юнашар ĕçленĕ колхоз хирĕнче: утă пуçтарнă, вир пуссине çум курăкран тасатнă, çурлапа тырă вырнă, ăна кĕлтене çыхса сурата хывнă...

Пĕррехинче çемьене "хура хут" килнĕ. Христофор Скрипачев хĕрлĕармеец Ленинград хулине хÿтĕленĕ вăхăтра пĕр хыпарсăр çухални пирки пĕлтернĕ çырура. Хыпарсăр çухалнисемшĕн вара патшалăх пĕр тенкĕ те пособи тÿлемен. Кил хуçине – юратнă çыннине çухатни Ольга Осиповнан сывлăхне самаях хавшатса хăварнă. Икĕ ачи ăна малалла пурăнма вăй хăват панă.

Тăлăха юлнă

Вăрçă хыççăнхи çулсем те çăмăлах пулман. Анчах ĕçчен çемье йывăрлăхсене çĕнтерсе пынă. 1948 çулта амăшĕ чирлесе вилнĕ хыççăн – Ольга Скрипачева пурĕ те 37 çул çеç пурăннă – пĕтĕм йывăрлăхсем вун çиччĕри Тарьен имшеркке хулпуççийĕсем çине тиеннĕ. Аппăшĕпе шăллĕ колхоз ĕçĕсенчен пĕр кун та юлмасăр ĕçленисĕр пуçне, килти хуçалăха та çирĕп тытса пынă. Вĕсем качака, сысна усранă, чăх-чĕп тытнă, Килти пахчана кĕреçепе чавса çĕр улми лартса ÿстернĕ. Çав вăхăтрах патшалăх хуракан налуксене те вăхăтра татса пыма тăрăшнă – ял çыннисен çăмарта, аш-какай, ĕне çăвĕ, çĕр улми памалла пулнă.

Колхозра ĕçленĕшĕн питĕ сахал тÿленĕ. Çавна май Энтĕрьелĕнчи хĕрсемпе – Нина Русаковапа, Нина Большаковапа пĕрле çуллахи сезонра Мари вăрманне сухăр юхтарма, Атăл леш енне торф кăларма çÿренĕ.

Пурнăç çăмăлах мар пулсан та, иртнĕ ĕмĕрти 50-мĕш çулсенче ял çамрăкĕсем савăнма та пĕлнĕ. Çуллахи каçсенче каччăсемпе хĕрсем уçă сывлăшра купăс сассипе такмакласа ташланă, вăйă картине тăрса хитре юрăсем шăрантарнă.

Ĕçчен те сăпайлă хĕре – Тарьене – чылай каччă килĕштернĕ, анчах та вăл хăйĕн татăклă сăмахне никама та каламан, шантарман.

Çемье чăмăртанă

1962 çулта Тарьен пурнăçĕнче пысăк улшăну пулса иртнĕ – вăл Ярăславри Иван Афанасьевпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Иван Васильевичăн малтанхи мăшăрĕ йывăр чире пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă, 3 пĕчĕк ачине çурма тăлăха хăварнă. Тарье пĕр самантрах 3 ача амăшĕ пулса тăнă. Хăй килĕштернĕ арçынпа пĕрле вăл çемье лавне тапса туртнă. Ăшă чун-чĕреллĕ çамрăк хĕрарăм хуняшшĕпе те, хунямăшĕпе те пĕр чĕлхе тупнă. Сăпайлă та ĕçчен кинне вĕсем те килĕштернĕ, хисепленĕ.

Иван Васильевич колхозри платниксен бригадинче вăй хунă, юлташĕсемпе пĕрле ял çыннисене çĕнĕ çуртсем туса панă. Мăшăрĕ вара уй-хир бригадинче ĕçленĕ. Бригадир хушнă кашни ĕçе тĕплĕн пурнăçланă Тарье. Çавна май ăна колхоз правленийĕ çулленех парнесемпе чысланă. Хăйĕн ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе Дария Христофоровна ял-йыш хисепне тивĕçнĕ.

Ĕç ветеранĕ

1984 çулта Тарье аппана "Ĕç ветеранĕ" медальпе наградăланă. Кунсăр пуçне унăн юбилей медалĕсем, тĕрлĕ знаксем тата Грамотăсем те пур. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн тата 5 çул ĕçленĕ Тарье аппа.

Иванпа Дария Афанасьевсем малтанхи 3 ачасăр пуçне, тата пĕр ывăлпа пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ. Хăйсен 5 ачине те вĕсем тивĕçлĕ воспитани парса, пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарса пурнăç çулĕ çине кăларнă (Иван Васильевичăн тăпри çăмăл пултăр, вăл 1998 çулта вилнĕ). Ачисем тĕрлĕ вырăнта ĕçлесе пурăнаççĕ. Дария Христофоровнăн пурĕ 8 мăнук.

Тарье аппа пысăк та хăтлă çуртра, Юрий ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнать. Çемьере – 2 мăнук. Шел, кинĕ вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Халĕ Тарье аппа мăнукĕсемшĕн асанне кăна мар (кĕçĕн мăнукĕ, Ваня, 6 класра вĕренет), амăшĕ вырăнĕнче те.

Нумаях пулмасть Тарье аппа хăйĕн 80 çулхи юбилейне палăртрĕ. Сывлăх енĕпе çирĕп-ха вăл, килти хуçалăхра сисĕмлĕ пулăшу парса тăрать. Малашне те лайăх пурăнма ырлăх-сывлăх сунатпăр сана, хисеплĕ Дария Христофоровна.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика