Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шар курнисене чиркÿ те хÿтте илĕ

05 февраля 2011 г.

ПĔЛТĔР çулла алхаснă вăрман пушарĕсем пирки чылайăшĕ халĕ те хумханмасăр аса илеймест. Ку синкере пула шар курнисем тата ăна хирĕç кĕрешнисем – пушшех те. Çапла, çынна укçа-тенкĕпе пурлăх тĕлĕшĕнчен çеç мар, чун-чĕрепе кăмăл-сипет енчен те пулăшу кирлĕ. Çакна тĕпе хурсах Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕ тата Шупашкар-Чăваш Епархийĕ пĕрле килĕштерсе ĕçлесси пирки килĕшÿ тунă. Асăннă документа Тĕп управлени ертÿçи Станислав Антонов генерал-майор тата Шупашкар-Чăваш митрополичĕ Варнава алă пуса çирĕплетнĕ.

Килĕшÿре Епархи чрезвычайлă лару-тăрура шар курнисене тата вĕсен çемйисене психологи пулăшăвĕ кÿнисĕр пуçне инкек пулнă вырăна ыр кăмăллăх сестрисене ярассине палăртнă. Гуманитари пулăшăвĕ пухассине тата валеçессине те малашне чиркÿ йĕркелĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика