Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх-чĕрлĕх – картиш тулли

09 февраля 2011 г.

ВАСАН ялĕнче пурăнакан Филипповсем ĕçченлĕхпе палăрса тăраççĕ. Виталийпе Вера «Исток» ОООра ĕçлеççĕ. Килти хуçалăхра та вĕсем выльăх-чĕрлĕх нумай усраççĕ. Кил картинче пĕр ĕне, икĕ пăру, сакăр сысна, сакăр сурăх, пĕр тиха тытаççĕ. Чăх-чĕппе хур-кăвакал та йышлă Филипповсен.

«Выльăх-чĕрлĕх нумай тытни çемье бюджетне пуянлатма май парать», – чунне уçать Виталий. Паллах, çăмăл мар çакăн чухлĕ выльăх усрама. Утти-улăмĕ те, тырри-пулли те хаклă. Çапах майне тупма пултараççĕ ĕçчен çынсем. Вĕренекен икĕ ачи валли те укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ.

Пахча çимĕç те çитĕнтереççĕ вĕсем. Ытлашшине сутса каллех укçана çавăраççĕ. Çапла сыпăнтарса пыраççĕ пурнăçне Филипповсем.

«Ĕçчен çын çукран та пур тăвать», – теççĕ халăхра. Филипповсем те алă усса лармаççĕ, саманапа тан утаççĕ. Килти хушма хуçалăха аталантарас тĕлĕшпе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Мал ĕмĕтлĕ хастар çынсем яла илем кÿреççĕ, ыттисене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика