09 февраля 2011 г.
ЯНВАРĔН 31-мĕшĕнче РФ Пенси фончĕн уйрăмĕ республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем валли брифинг ирттернĕ. Унăн тĕп ыйтăвĕ кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕнчен ĕç пенсийĕсен виçине ÿстерессипе çыхăннă. Журналистсен ыйтăвĕсене Р.Кондратьева управляющи хуравланă.
Роза Алексеевна палăртнă тăрăх саккунсемпе килĕшÿллĕн хаксем 6 процент ÿссен РФ Правительстви çулленех ĕç пенсийĕсен страховани пайне индексацилет. Çавна май федерацин 2011 çулхи январĕн 26-мĕшĕнчен 21-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн ватлăхри, инвалидлăх пулнипе тата тăрантарса пурăнакана çухатнипе паракан ĕç пенсийĕсене кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕнчен ÿстерме йышăннă. «Тĕпрен илсен пирĕн уйрăм пенсисене çĕнĕрен шутласа çитернĕ, тÿлев докуменчĕсем хатĕр, – пĕлтернĕ управляющи. – 314 пин пенсие çĕнĕрен пăхса тухнă. Вăтам ÿсĕм 606,5 тенкĕпе танлашĕ, 7617 тенке çитрĕ. Черетлĕ индексаци хыççăн ватлăхри ĕç пенсийĕ вăтмран 632,52 тенкĕ хăпарчĕ, 7927,76 тенкĕ пулчĕ (инвалидлăхпа параканнин 386,72 тенкĕ пысăкланнă, 4844,75 тенкĕпе танлашнă, тăрантарса пурăнакана çухатнипе тивĕçекенни 387,85 тенкĕ ÿснĕ, 4781,76 тенкĕ шутланать).