09 февраля 2011 г.
КАШНИ çыннăнах чунтан хаклă çынсем пур: атте-анне, асанне-кукамай, асатте-кукаçей. Манăн вара хамăн кукамай çинчен каласа парас килет.
Çĕнĕ Чукалта çуралса ÿснĕ В.Сарандаева. Ялта ăна Валентина Александровна тесе хисеплеççĕ.
Йышлă çемьере çитĕннĕ кукамай, тăхăр ачаран виççĕмĕш хĕр ача пулнă. Шкултан вĕренсе тухсан тÿрех ĕçе кÿленнĕ вăл: тăван колхозра сыснасем пăхма тытăннă. Пĕрле вăй хуракансемпе кĕтÿ те хăйсемех кĕтнĕ вĕсем. Каярахпа кукамая пăрусем пăхмашкăн шаннă.
1964 çулта Валентина Александровнана шкула делопроизводитель пулма чĕнсе илнĕ. Вун ултă çул тăрăшнă çак ĕçре, çак хушăра каçхи вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă.
1966 çулта кукамай çемьеллĕ пулнă. Кукаçейпе пĕрле вĕсем виçĕ хĕр çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Кукамай вĕсемпе тивĕçлипех мухтанма пултарать.
Шкулта ĕçленĕ çулсенче В.Сарандаева обществăлла ĕçсене те хастар хушăннă: 1971 çулхи халăх çыравĕнче счетчик, тĕрлĕрен суйлавсем вăхăтĕнче агитатор пулнă. Хаçат-журнал та нумай çырăнса илнĕ вăл, библиотекăна çÿреме те вăхăт тупнă.
Шкулта штатсене кĕскетме тивнĕ хыççăн кукамай каллех фермăра ĕçлеме пуçăннă, лаборантка пулнă. Кунта та хăйĕн тăрăшуллăхĕпе палăрнă вăл, сакăр çул хушшинче ырă ят çĕнсе илнĕ, республикăри ĕçре малта пыракансен слечĕсене те хутшăннă.
1991 çулта манăн кукамай "Росгосстрахра" ĕçлеме тытăннă, унта 2003 çулччен тăрăшнă, тивĕçлĕ канăва тухсан тата ултă çула яхăн вăй хунă. "Аслă страховани агенчĕ" ята та тивĕçнĕ вăл, Хисеп грамотисем те темиçе.
Пурнăçа, çынсене юратать манăн юратнă кукамай: уншăн чи хакли, чи пĕлтерĕшли – ыттисен пурнăçĕ. Донор пулнă май, Валентина Александровна чирлисене çăлса хăварма сахал мар юн панă. Çакăнтан пархатарли тата урăх мĕскер пултăр;
Тивĕçлĕ канура пулин те килте ахаль лармасть кукамай, вăй çитнĕ таран выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп усрать, пахчара тĕрлĕрен улма-çырла, пахча çимĕç çитĕнтерет, хитре чечексем ÿстерет.
Юрататăп эпĕ кукамая, унпа мухтанатăп. Вăл маншăн яланах ырă тĕслĕх.